«Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрарăмсем ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисемшĕн вăй виçрĕç – акă мĕнле анлă спорт мероприятийĕпе асра юлчĕç Чăваш Еншĕн декабрĕн 9-10-мĕшĕсем.
«Раççей Кубокĕ» турнира килнисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей кĕрешÿ федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Енри кĕрешÿ федерацийĕн президенчĕ Алексей Лапшин саламларĕç. «Пирĕн тĕллев – спортпа физкультурăна аталанма хăтлă условисем туса парасси тата çак йăласене пирĕн ачасене, вĕсем çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулса ÿсчĕр тесе, парса хăварасси. Чăваш çĕрĕ çинче хăйсен хăюлăхне, характерĕпе вăй-хăватне кăтартма килнĕ Раççейĕн 27 регионĕнчи тата чикĕ леш енчи 6 çĕршыв спортсменĕсене хапăл туса йышăнатпăр. Пирĕн спортсменсем пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарассишĕн кĕрешессе çирĕп пĕлсе тăратăп», – терĕ Михаил Васильевич мероприятие уçнă май.
Омар Муртузалиев ăмăртусене пысăк шайра ирттернĕшĕн тав турĕ. «Çакăнта, çак кавирсем çинче Рио-де-Жанейрора иртнĕ Олимпиадăна хутшăнмалли команда йĕркеленнĕ, хĕрарăм-кĕрешÿçĕсен команди тĕнчере 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, ку вара – çав тери лайăх кăтарту», – палăртрĕ вăл республикăри спорт кĕрешĕвĕн федерацине кĕрешÿ кавирĕсем туянмалли сертификата парнеленĕ май. Михаил Игнатьев ăна Чăваш Республикинче физкультурăпа спорт аталанăвне тÿпе хывнăшăн тав хучĕпе чысларĕ.
Раççей спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕ кăçал октябрь уйăхĕнче Турцире студентсен хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионачĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене укçан премипе хавхалантарчĕ.
Финал вăййисене халăх нумай пуçтарăннă. Уçă Кубока 7 çĕршывăн – Раççей (çав шутра Чăваш Енĕн 9 спортсменĕ), Беларуç, Казахстан, Эстони, Монголи, Итали, АПШ – 132 спортсменĕ хутшăннă. Вĕсем медальсен 8 пуххине çĕнсе илессишĕн кавир çине тухрĕç. Раççей хĕрарăм-кĕрешÿçисем 4 «ылтăна» тивĕçрĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче Анжела Ветошкина (Санкт-Петербург), Наталья Малышева (Хакасси), Наталья Гольц (Чăваш Ен-Мускав) тата Инна Тражукова (Ульяновск облаçĕ-Мускав) пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç.
Команда зачетĕнче мускавсене çитекенни пулмарĕ. Чăваш Ен команди чи вăйлă 5 команда шутне кĕчĕ. Ентешсем 1 ылтăн тата 2 бронза медаль çĕнсе илнĕ. 60 кг-ченхи виçере Раççей спорт мастерĕ, Европăн 5 хут чемпионки, Олимп вăййисене хутшăннă Наталья Гольц пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕçрĕ. 58 кг-ченхи виçере Вероника Чумикова, 63 кг-ченхи виçере Мария Кузнецова 3-мĕш пулчĕç. Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Брянск облаçĕнче пурăнакан Алина Морева та ăнăçлă кĕрешнине палăртмалла – 48 кг-ченхи виçере 2-мĕш пулчĕ.
Ăмăртăвăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене укçа-тенкĕпе, медальсемпе, Кубоксемпе чысларĕç.
АННА ФИЛИППОВА