Хÿтĕленме хистеççĕ тухтăрсем

Шупашкар районĕн тухтăрĕсем шăнса пăсăлнипе, ОРВИ паллисемпе килекенсен йышĕ муниципалитетра ÿссех пынине пĕлтереççĕ. Эрне-икĕ эрне каялла сиплев учрежденийĕ 149 чирлĕ çынна йышăннă пулсан, çак уйăхăн юлашки эрнинче вĕсем 200-тен иртнĕ. 143-шĕ – 14 тултарман ачасем. 9 çынна стационарта сиплеме йышăннă. Вĕсенчен 7-шĕ – ултă çула та çитмен. Çавна май район çыннисене вакцинаципе тивĕçтересси эрне пуçламăшĕнче райадминистрацире иртнĕ планеркăн тĕп темисенчен пĕри пулчĕ.

Район больницин тĕп тухтăрĕ Владимир Дубов Прививкăсен наци календарĕпе килĕшÿллĕн района пурăнакансен 22,6% тивĕçтермелĕх 12530 доза вакцина, пĕтĕмĕшле шутран çурри, çитнине пĕлтерчĕ. Федераци бюджечĕн шучĕпе прививкăна «декрет ушкăнĕнчисене» тÿлевсĕр, обязательнăй йĕркепе тумалла: 6 уйăха çитнĕ ачасенчен пуçласа улттă тултарнисем – пĕрремĕш ушкăнра. Паянхи кун вĕсенчен 719-шĕ прививка тутарнă – ку вăл палăртнинчен 21,9%. 1-11 класра вĕренекенсене валли 5 пин 100 вакцина хатĕрленĕ, çак эрне тĕлне 40% усă курнă. Район территорийĕнчи ПТУ вĕренекенĕсемсĕр пуçне çирĕп йĕркепе çавăн пекех сиплев, вĕрентÿ, транспорт, коммуналлă пулăшу учрежденийĕсен ĕçченĕсем тĕлĕшпе те вакцинаци ирттерĕç.

1241 педагогран хальлĕхе 491-шĕ кăна прививкăллă. Владимир Дубов ачасемпе ĕçлекенсен чирлесрен асăрхас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртать. «Апчхулатакан, ÿсĕрекен педагог пĕтĕм класшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Вĕренекенсен класран класа çÿреме тивсен вара вăл темиçе хут ÿсет», – тет вăл. Хăрушлăхра – çавăн пекех ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсем те – 125. Вĕсенчен пĕри те прививка туман. Утмăл çултан аслăраххисем – пурĕ 9 пин ытла çын – чир-чĕр хăвăрт ерекен ушкăна кĕреççĕ. Вĕсенчен 3504-шĕ кăна хăйне вакцинăпа хÿтĕленĕ. Кăçал çар ретне тăма хатĕрленекен 72 яшран прививкăна 5-шĕ кăна тутарнине палăртмалла. Лару-тăру вара вĕсен салтак атти тăхăниччен тепĕр тĕрлĕ те вакцинациленмеллипе кăткăсланать: тухтăрсем прививкăсене пĕр вăхăтрах тума иккĕленеççĕ, çавна май грипран паянах хÿтĕленме сĕнеççĕ. Чĕре, юн тымарĕ тата ÿпке чирĕсемпе аптăракансене те тÿлевсĕр вакцинацилеççĕ.

Ача сачĕсенче вакцинопрофилактика мероприятийĕсен кăтартăвĕсем уйрăмах пĕчĕк шайра. Акă «Белочка» ачасен 21,1%, «Дружба» – 15,4%, «Колосок» 12,3%, «Родничок» 13,5% кăна прививка тунă. Çав вăхăтра ашшĕ-амăшĕнчен шăпах пĕчĕк ачисем чирлени пирки ÿпкелешнине пĕрмай илтме тивет. Тутаркасси (44,4%), Вăрман-Çĕктер (43,5%), Ишлей (42,3%), Çĕньял (37,8%), Çÿлтикасси (30,3%) шкулĕсенче тата Кÿкеç лицейĕнче (18,5%) те прививкăллă вĕренекенсем хальлĕхе сахал.

Тĕп тухтăр шухăшĕпе, чиртен хÿтĕленме май пур çĕртех больница çулне такăрлатма тивни тĕрĕсех мар. «Вилекенсен йышне профилактика мероприятийĕсен витĕмĕпех 2016 çулхи III кварталта 2,3%-рен чакартăмăр. Вакцинăсен усăллăхне иртнĕ эпидсезонсем те кăтартса пачĕç: прививка тунисем мĕн чухлĕ нумайрах – чирлекенсем çавăн чухлĕ сахалрах. Вакцинопрофилактика тата таса шыв – халăх сывлăхне вĕсем кăна витĕм кÿреççĕ», – çĕршывăн тĕп эпидемиологĕ Николай Брико сăмахĕсемпе пĕтĕмлетрĕ Владимир Владимирович. Унччен маларах хамăрăн сайтра эпир иртнĕ эпидсезонра грипран прививка тутарнисенчен 8 çын кăна чирлени пирки пĕлтернĕччĕ.

Икĕ эрнерен района пурăнакансен 40% хĕл чирĕнчен хÿтĕлеме май паракан вакцинăсен иккĕмĕш партийĕ çитĕ. Хăйсен сывлăхĕсемшĕн тăрăшакансем вара унпа ял тăрăхĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче, участок больницисенче паянах грипран хÿтĕленеççĕ.

Сăмах май

Китайра грипран хÿтĕлекен прививкăпа халăхăн 80% тивĕçтереççĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости