«Чăваш Енрен аякра та чăвашла калаçатăп»

Хаçат тĕпелĕн паянхи хăни – К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн çамрăк çăлтăрĕ Екатерина Спиридонова.

– Екатерина, актриса пулас ĕмĕт хăçан çуралнă санăн?

– Пирĕн çуртра пĕр хут çÿлерех хутра, вырăс драма театрĕн актриси пурăнатчĕ. Вăл яланах хитре тумпа, сарлака шĕлепкепе çÿретчĕ. Унăн ĕлккенлĕхĕ, хÿхĕмлĕхĕ мĕн пĕчĕкренех мана актриса пулма хавхалантарнă. «Ахтриса», – хуравлаттăмччĕ эпĕ атте-аннене çитĕнсен кам пуласси пирки ыйтсан. Темшĕн «к» сас паллине тĕрĕс калаймастăмччĕ.

– Ĕмĕт мĕнле пурнăçланса пычĕ?

– Шкулта вĕреннĕ чухне кашни мероприятие хутшăнаттăм, ташлаттăм, юрлаттăм, ача-пăча пултарулăх центрĕнче ăсталăха туптаттăм. 2-мĕш класранпа бал ташшисене ташланă. Пĕр минут та ахаль ларман. Кÿкеçри шкулта, унтан тĕп хуламăрти Г. Лебедев ячĕллĕ лицейра, ăна хупнă хыççăн Кÿкеçри лицейра пĕлÿ пухрăм. 10 класс хыççăн Мускавра ГИТИСра пултарулăха тĕрĕслерĕм. Темиçе тур урлă тухнă хыççăн, юлашки тапхăрта, эпĕ шкул пĕтерменнине пĕлсен вĕренме илмерĕç, тепĕр çулталăкран килме сĕнчĕç.

– Тепĕр çулталăкран Мускав сана йышăнчĕ-и?

– Алла аттестат илсен каллех Мускава çул тытрăм. Сергей Голомазовăн актерпа режиссер курсне лекрĕм. Анчах ГИТИСра вĕренесси маншăн пурнăçланман ĕмĕт пулчĕ. Атте-анне иккĕшĕ те учительте тăрăшаççĕ, вăл вăхăтра вĕренÿшĕн тÿлеме май пулмарĕ. Çапла эпĕ каялла таврăнтăм, Хусанти культура тата искусство институчĕн бюджет уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Михаил Галицкийĕн РФ тава тивĕçлĕ актерĕн курсне лекрĕм.

– Раççей шайĕнчи актрисăна çитес ĕмĕт пур-и?

– Çакна тума нихăçан та кая мар. Паллă актриса пулма шăпа пÿрнĕ пулсан, тен 35-ре, тен каярах çакăн патне çитĕп. Актер карьери тĕрлĕрен-çке. Рольсем те кашни валли пур.

– Студент вăхăчĕ мĕнпе асра юлчĕ?

– Пĕрремĕш курсра вĕрентекенсем санран мĕн кĕтнине те пĕлместĕн. Пĕтĕмпех çупăрланă пултарулăх туйăмĕпе, пĕр-пĕрне пулăшса пынипе пулса пычĕ. Иккĕмĕш курс пĕтериччен общежитире вырăс тата тутар хĕрĕсемпе пурăнтăм. Атте-аннесĕр тунсăхланипе сахал мар куççуль юхрĕ. Пĕрремĕш курсра пĕтĕмпех пăрахса киле каяс шухăш та пулнă…

– Чăваш драма театрне хăçан килнĕ эсĕ?

– 2014 çулта институт хыççăн качча тухрăм. «Мĕнех, илетĕп сана», – терĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн режиссерĕ Валерий Николаевич Яковлев итленĕ хыççăн. Чăннипе каласан, театра эпĕ чăваш чĕлхине лайăхах пĕлмесĕр килтĕм. Чĕлхене лайăхлатас тесе кулленхи пурнăçра май килнĕ таран чăвашла нумайрах калаçма тăрăшатăп. Куславкка районĕнче пурăнакан асанне патне çитсен чăвашла кăна калаçатăп. Упăшкапа республика тулашне тухса çÿренĕ чухне те чăвашла кăна пуплетпĕр. «О, хамăрăннисем пыраççĕ!» – теççĕ пире чăвашсем тĕл пулсан хĕпĕртенине пытармасăр. Çакă мана ĕçре пулăшса пырать, мĕншĕн тесен режиссер санран мĕн кĕтнине ăнланмасăр сăнара лайăх калăплаймастăн. Чăваш Республикинче чăваш чĕлхине кашнин пĕлмелле.

– Пĕрремĕш роле кашни артист асра тытать…

– «Килех килчĕ тур çырни» спектакльте манăн дебют пулчĕ. Унта эпĕ Эльза рольне калăплатăп. Малтанлăха вăл маншăн йывăрччĕ. Ытти театрта актерсем пĕр-пĕрне пулăшсах каймаççĕ тенине илтнĕ, ĕçтешсем пулăшнипех паян çак роль манăн чи юратни.

– Театрта çирĕп пăхăнмалли йăласем пур-и?

– Спектакле лайăх кăмăл-туйăмпа пуçламалла, вĕçлемелле те. Тата ĕçри кăмăла киле илсе килмелле мар. Кашни спектакль хыççăнах эпĕ йăлтах лайăх турăм-ши тесе кулянатăп. Хама çивĕч критиклетĕп. Çакă çемьери лăпкăлăха тытса пыма кансĕрлет. Сăмахран, амăшĕн пăлханăвĕ ачана куçать. Пепке вара куштанланма пуçлать. Уçă сывлăшра уçăлса çÿресе киле çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнатăп.

– Миçе роль калăпларăн?

– Актерсем çулталăкне вăтамран 2-3 спектакль кăлараççĕ. Манăн вара паянхи куна – 10 роле яхăн тата массовкăсене те хутшăнатăп. Виçĕ çул каялла кăна театра килсе амăшĕ пулма ĕлкĕрнĕ актрисăшăн çак кăтарту аван тесе шухăшлатăп.

– Актер профессийĕнче мĕн пĕлтерĕшлĕ?

– Чи пĕлтерĕшли хăвăра профессире хаклани мар, профессие çÿллĕ шая хуни. Эпир сцена çинчен кайсан та професси юлать. Ыттисем те çак профессие килччĕр тесен пирĕн, хальхи артистсен мĕн те пулин ырри хăварма тăрăшмалла.

– Сăнарсене мĕнле калăплатăр?

– Сцена çинче пурте чăн пурнăçри пек пулмалла. Чылай чухне пурнăçра пулса иртнĕ лару-тăрăва аса илмелле, çак вăхăтра çын хăйне мĕншĕн апла е капла тытнине ăнкармалла. Пит-куçа вылятни те, кĕлетке хусканăвĕ те сăнара туллин уçса пама пулăшаççĕ.

– Сценăри Катя пурнăçри Катьăран уйрăлса тăрать-и?

– Театр вăл – чĕрĕ организм. Хăш-чухне артиста сцена çинче вылянă сăнар витĕм кÿни те тĕл пулать. Вăл хăш-пĕр чухне хăй те сисмесĕрех рольти тыткаларăша, калаçас е тата урăх ене пурнăçра усă курма тытăнать. Çакă лайăх тесе калаймастăп. «Килех килчĕ тур çырни» спектакльте эпĕ калăплакан Эльза çăмăлттайрах, вăл паян пĕр аçынна, ыран теприне куç хывать. Эпĕ вара пурнăçра ача хыççăн теттесемпе чупакан лăпкă амăшĕ. Ача вăхăтра çисе çывăрма вырттăр тесе тăрăшаканскер.

– Санăн хĕр çулталăкра кăна-ха. Çав вăхăтрах сцена çине тухма та ĕлкĕретĕн эсĕ. Пушă вăхăт юлать-и?

– Эпĕ пĕр вырăнта ларма пултараймастăп. Ачапа пулсан та уçăлса çÿреме тăрăшатăп. Çавăнпа театра ĕçе тухма ыйтсан тÿрех килĕшрĕм. Аннепе хуняма пулăшаççĕ. Вĕсемсĕр çак профессире йывăртарах пулатчĕ. Ача çураличчен хама аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраттăм, кĕнеке вулама юрататтăм. Халĕ вара ача çывăрнă чухне хамăн юратнă авторăн Г. Ибсонăн кĕнекине хушăран алла тытатăп. Хальлĕхе ачана ытларах вăхăт уйăратăп. Пепкене чи малтанах амăшĕн ăшши кирлĕ-çке-ха.

Сăмах май

2018 çулхи февраль уйăхĕнче чăваш халăхĕн пĕрремĕш профессионаллă театрне – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне – никĕсленĕренпе 100 çул çитет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2016 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнчи хушăвĕпе çак çавра дата тĕлне кăçал тата тепĕр çул уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Кашни çулах театр 5-6 çĕнĕ постановка лартать, 280 ытла спектакль кăтартать, кунсăр пуçне пултарулăх коллективĕсем çĕршыв регионĕсене 30 ытла гастрольпе тухса çÿреççĕ, вĕсене 25 пин ытла çын хутшăнать.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости