Чылайăшĕ пулă тытма аякри кÿлле çÿрет пулсан Тури Макаçра пурăнакан Васильевсен вара таçта кайма кирлĕ мар, вĕсен хуçалăхĕнчех кÿлĕ пур: пахчана тух та пулă тыт кăна…
Вĕсен пахчине кĕрсен унтан тухас, каялла хулана вара пушшех те таврăнас килмест. Кунта Валерийпе Антонина пĕтĕм ырлăха пĕтĕçтернĕ – илеме, усăллă пулăмсене. Пахчара сип-симĕс, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ÿсеççĕ, çавăнтах кÿлĕ, беседка… Йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать. Иккĕшĕ те çут çанталăка питĕ юратаççĕ, унсăрăн хăйсен аллипе çакнашкал илеме тăвас çукчĕ. Хуçалăхри «симĕслĕхшĕн» Антонина яваплă, вăл тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, ÿсен-тăран ÿстерет, йывăçсемпе тĕмсем лартнă, сад ĕрчетнĕ; кÿлле, пулăсене пăхса тăрасси вара Валерий çинче.
Пахчари кÿлле туни саккăрмĕш çул çине кайнă ĕнтĕ, ăна хăйсемех чавнă. Вăл пĕчĕкех мар: вăрăмăшĕ 10 м, сарлакăшĕ 6 м, тарăнăшĕ 2 м. Вăхăтран вăхăта шывне улăштарса тăраççĕ. Кÿлĕ варринче фонтан та тунă. Хĕрринчен, çăл евĕр «валакран», кÿлле шыв юхса аннине курсан вара хастарсен фантазийĕ пĕр вĕçĕмсĕр пулнине ĕненетĕн…
Кÿлĕре вĕсем пулă ĕрчетеççĕ: карп, шурă амур, толстолобик… Пĕчĕкскерсене килĕнчи аквариумра çитĕнтереççĕ те кÿлле яраççĕ, пысăккисене вара тытаççĕ. «Ачасем килсен пулă тытса пахчарах яшка пĕçеретпĕр», – каласа парать кил хуçи хĕрарăмĕ пысăк хуран çине кăтартса. Унччен те пулмарĕ, хуларан мăнукĕсем çитрĕç. Пĕчĕк Валерия тÿрех вăлта ярса тытрĕ те кÿлле чăмтарчĕ, нумай та вăхăт иртмерĕ пулă çакланчĕ те! «Ку пысăках мар-ха, çак кунсенче ак çакăн пеккине тытнăччĕ», – шыври чĕр чун мĕн пысăкăш пулнине аллипе кăтартрĕ Валерий. Вăт пурнăç! мĕлтлетрĕ шухăш кунашкал ÿкерчĕке курсан.
Сивĕсем çитсен Васильевсен хуçалăхĕнче шăплăх хуçаланать. Пулăсем кÿлĕрех тĕлĕреççĕ. Хĕллехи уйăхсенче вилсе ан пĕтчĕр тесе кил хуçи вакă тăвать, шыв ан шăнтăр тесе лампа çакать тата компрессор вырнаçтарать, вăл шыва кислородпа пуянлатать иккен.
Васильевсен тавралăха илемлетес пултарулăх пуррине çывăхра пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ, икĕ çул каялла вĕсем республика шайĕнче те палăрнă. Вырăнти ял тăрăх пуçлăхĕн сĕнĕвĕпе республика конкурсне хутшăнса кил-çурт таврашне хăтлăх кĕртес тата симĕслетес енĕпе 3-мĕш вырăн йышăннă.
Васильевсем хăйсене кăтартас тĕллевпе кăкăр çапса çÿремеççĕ пулин те ыттисен вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли пурах. Енчен те кашни хуçалăхра кил-тĕрĕш таврашĕнче тирпейпе тасалăх, илем хуçалансан мĕн тери хитре пулмалла пирĕн пурнăç?!
ЛЮБОВЬ МАН