Шемшер ял тăрăхĕнче те çуллахи илемлĕ вăхăтра ял кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Шорчекассисем те çак ырă йăлана тытса пыма тăрăшаççĕ, виççĕмĕш çул ĕнтĕ ял кунне паллă тăваççĕ.
Иртнĕ шăматкун ял пуçĕнчи уçă вырăна халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Ял çыннисемпе пĕрле савăнма сумлă хăнасем те – ЧР ачасен прависемпе уполномоченнăй Вячеслав Рафинов тата районти ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ Алина Максимова – килсе çитрĕç.
Уяв чăваш халăх гимнĕпе – «Алран кайми аки-сухи» юрăпа –пуçланчĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Аверкиев пухăннисене уявпа саламланă май обществăлла ĕçе хастар хутшăнакансене хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Уява ирттерес ĕçре уйрăмах ял старостин Валерий Прокопьевăн тăрăшулăхне палăртмалла. Вăл йĕркелесе пынипе ялта пурăнакансем уяв ирттермелли лаптăка çулса тасатрĕç, сцена тата сĕтелсем, тенкелсем йĕркелерĕç.
Пухăннисем вырăнти «Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕн тата чăваш эстрада çăлтăрĕсен юрри-ташшипе савăнчĕç, Зоя Петрова, Любовь Сергеева, Николай Иванов пĕçернĕ техĕмлĕ шÿрпепе сăйланчĕç.
Спорт вăййисене кăмăллакансем лапамра мини-футбол вылярĕç, дартс печĕç, алă вăйне виçрĕç, михĕсемпе кĕрешрĕç, канат туртрĕç. Ача-пăча площадкисем чи пĕчĕккисене вăйă-кулă парнелерĕç.
ВАЛЕРИЙ НИКИТИН, ШОРЧЕКАССИ