Вулакан пулсан журналĕ те, кĕнеки те пулать, кĕнеки-журналĕ пулсан чăваш литературин кун-çулĕ те татăлмĕ, тăван сăмахăн, тăван чĕлхен ĕмĕрĕ те тăсăлĕ.
“Тăван Атăл” журналăн ку чухнехи пĕлтерĕшĕ пысăк. Чăваш кĕнекисене çителĕклех пичетлеме май çук вăхăтра тăван литературăри çĕнĕ калав-повесть-романа журнал кăна вулакан патне çитме май парать. Пирĕн кулленхи калаçу ют чĕлхе сăмахĕсемпе хутăшса-варăшса вараланнă тапхăрта та çыравçă сăмахĕ чĕлхен хальччен ламран лама куçса упраннă илемне, кĕвĕлĕхне, сăнарлăхне туйма пăрахма памасть. Чĕлхе вăл – шухăшлав, чун. Кăмăллă çыннăн чĕлхи-çăварĕ – эмел вырăнне, хаяр çыннăн сăмахĕ – наркăмăш. Иртнĕ совет саманинче, халăха тĕнсĕр хăварма тăрăшнă саманара, лайăх литература чиркÿ вырăнне пулнă. Тĕрлĕ калав-романри сăнарсен юратăвĕ, чунсен ыратăвĕ, пăшăрханăвĕ-кулянăвĕ-шухăшлавĕ çинчен вуласа вĕсемпе пĕрлех çав туйăмсемпе “пурăнни” пирĕн чунсене чурăсланма паман, Христос вĕрентĕвĕнчи пекех юнашар çынна курма-асăрхама, кирлĕ чух пулăшма, çавăн пекех тăванлăха, туслăха, юратăва, пĕр-пĕрне упрама-хаклама вĕрентнĕ. Асăрхăр: паянхи кун урăх литература, урăх телевидени, урăх кино, урăх юрă-кĕвĕ пулса кайрĕ те – хамăр та улшăнтăмăр, пирĕн ачасем пирĕнтен пач расна ăс-тăнлă – чунлă çитĕнеççĕ. Мĕншĕн вĕсем урăхла тесе тĕлĕннин сăлтавĕ питĕ ансат – сывлăшĕ пăсăк. Чăваш литератури вара яланах чунлă пулнă. Унта тĕп сăнар – Чун. Салампи, Нарспи тата ытти чылай произведенири сăнар чăвашшăн ĕмĕрлĕх идеал вырăнне юлать. Çавăнпах эпир, журнала кăларса тăракансем, унăн паянхи ĕмĕрне самана хыççăн кайса мар, тăван илемлĕ литературăн ырă йăли-йĕркине ăша хывса малалла тăсасшăн. Паллах, хальхи çĕнĕлĕхсене, çĕнĕ шухăш-кăмăла, пурнăçăн çĕнĕ юхăмĕсене шута илмесĕр мар.
“Тăван Атăл” хăйĕн сăн-сăпатне тĕпрен улăштарчĕ, унччен тухса тăнă “Ялав” журнала хăйĕн малтанхи “Сунтал” ячĕпе хушма кăларăм пек пичетлеме пуçларĕ. Ку журнала пуянрах, туллирех, тĕрлĕ енлĕрех, илĕртÿллĕрех тума май парать.
Çыравçăшăн вулакан шухăшĕ-кăмăлĕ, канашĕ-сĕнĕвĕ яланах хаклă. Хальччен чипер, тачă аталанса пынă пирĕн туслă тăванлăх ан татăлтăр, вăйлансах пытăр. Чăвашлăхшăн кăвар чĕрине вутта пăрахнă Çеçпĕлĕмĕр чĕнĕвне ăша хывса чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!
Арсений ТАРАСОВ,
журналăн шеф-редакторĕ