Ырă тумасăр чун канмасть

Юрий Сурков Çĕньял-Покровски старости пирки «Тăван Ен» хаçатра темиçе хутчен те çырнă. Унăн ячĕ патне тепĕр хут таврăнни ытлашши пулмĕ, мĕншĕн тесен ĕçĕ чăннипех те курăмлă.

Çулла ялти «Комсомольская» урамра пĕлтерĕшлĕ ĕç­сем пурнăç­ланă: 400 метра яхăн çула хăпартса хăйăр сапса, вак чул сарса хытă сийлĕ тунă, тепĕр 400 метра яхăн тăршшĕне вара халăх хăйĕн вăйĕпе сарнă. «Халĕ ялти урамсене кирек мĕнле çанталăкра та кĕрсе çÿреме пулать», – савăнса пĕлтерчĕ староста.

Çĕньял-Покровские кĕнĕ вырăнта «Ырă сунса кĕтетпĕр», тепĕр енче вара «Телейлĕ çул пултăр» баннерсем вырнаçтарасси пирки çынсемпе тахçанах калаçу пулнă. Ĕмĕте пурнăç­лама май килнĕ иккен. Вĕсене ноябрĕн 11-мĕшĕнче палăртнă вырăнта вырнаçтарнă. «Çакăн валли пурĕ 16 пин тенке яхăн укçа кирлĕ пулчĕ. Çынсенчен пухрăмăр: кам 100, кам 250, кам 1000 тенкĕ пачĕ, пулăшакан спонсорсем те пулчĕç», – пĕлтерчĕ Юрий Сурков.

Нумаях пулмасть тата çĕньял-покровскисем субботник йĕркелесе ялти масара тасатнă. Староста йĕркеленипе хытă каяшсене ялтан вăхăтра турттараççĕ: палăртнă кунта çÿп-çап миххисене урама кăларса лартаççĕ те вĕсене ятарлă машина тиесе илсе тухать. Çакăншăн пĕр хуçалăхран çулталăкне 500 тенкĕ пухаç­çĕ.

Çаксем тата ытти вак-тĕвек ĕç – вырăнти администраципе, ялти халăхпа пĕрле килĕштерсе ĕçленин палли. Тĕрлĕ пуçарура старостăн тÿпи пысăк пулни, вăл ентешĕсен лайăх пурнăçĕшĕн тăрăшни куç кĕрет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл: «Ырă ĕç тумасăр манăн чун канмасть», – тет.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости