11-мĕш классем шкул пурнăçĕпе сыв пуллашаççĕ
Вун пĕрмĕш тата тăххăрмĕш классенчен вĕренсе тухакансен умĕнче хĕрÿрен те хĕрÿ тапхăр. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен расписанийĕпе килĕшÿллĕн майăн 29-мĕшĕ – июлĕн 1-мĕшĕсенче 2017 çулхи ППЭ тĕп тапхăрĕ иртет. Чăваш Енре унта 6,1 пин ача хутшăнать, вĕсенчен 5,2 пинĕ – кăçал шкул пĕтерекенсем.
Июнĕн 13-мĕшĕ тĕлне 11-мĕш класс пĕтернĕ ача вырăс чĕлхипе тата математикăпа база шайĕнчи тата хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе – географипе, информатикăпа тата ИКТпа, обществознанипе, физикăпа, литературăпа, биологипе, ют чĕлхесемпе (çырса) – экзаменсем панă. Патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине ирттерес йĕркене пăснăшăн 6 çынна экзаментан кăларма тивнĕ.
Иртнĕ канмалли кунсенче республикăна географи, информатика тата ИКТ, математика предмечĕсемпе тытнă ППЭ результачĕсем çитнĕ. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова сăмахĕсем тăрăх, «кăтартусем япăхах мар, пĕлтĕрхи шайра». Акă, математикăпа хушнă ĕçсене 97% ача ăнăçлă пурнăçланă. Географипе ППЭна 7 ача 80 тата ытларах балпа тытнă, 4 çын ППЭ сертификатне илме ирĕк паракан кăтарту урлă «каçайман». Информатика тата ИКТ предмечĕпе 70 ача 80 тата ытларах балл пухнă, вĕсенчен иккĕшĕ – Шупашкарти 61-мĕш шкул тата 44-мĕш лицей вĕренекенĕсем – 100 баллисем. Заданисене 24 çын пурнăçлайман.
Июнĕн 15-мĕш тата 16-мĕшĕсенче ют чĕлхесемпе (сăмах вĕççĕн) ППЭ иртрĕ, июнĕн 19-мĕшĕнче – химипе тата историпе. Июнĕн 20-мĕшĕ, июлĕн 1-мĕшĕ – резерв кунĕсем. Çак кунсенче вырăс чĕлхипе е математикăпа ППЭ сертификатне илме ирĕк паракан кăтартăва илейменнисем, документпа çирĕплетнĕ чире е урăх тивĕçлĕ сăлтавпа экзамена килейменнисем, çавăн пекех патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине ирттерес йĕркене пăснăшăн класран кăларнисем экзаменсем тытма пултарчĕç.
Шупашкар райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Иванова пĕлтернĕ тăрăх, районта 11-мĕш класс пĕтернĕ 150 вĕренекен ППЭ тытнă, 500 яхăн 9-мĕш класс çамрăкĕ те патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухнă. Ачасем экзаменсене тытса пĕтерсенех шкул пурнăçĕпе сыв пуллашса алла аттестат илĕç. Июнĕн 23-мĕшĕнче – июлĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи шкулсенче уйрăлу каçĕсем иртмелле. Кăçал 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсем Тутаркасси, Атайкасси, Вăрман-Çĕктер, Ишлей, Кăшавăш, Толик Хураски, Тренккасси, Чăрăшкасси, Янăш, Салапайкасси шкулĕсенче, Кÿкеçри 1-мĕш шкулта тата лицейра пур. Çак шкулсен ытларах пайĕнче уйрăлу каçĕсем 17:00 – 18:00 сехетре – пуçланмалла. 9-мĕш класс ачисене вара аттестатсене кăнтăрла парĕç.
Сăмах май
Шкулсенчи ăсату каçĕсем пынă вăхăтра район территорийĕнчи лавккасенче алкоголь продукцине сутма чараççĕ.
АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА