Июлĕн 3-мĕшĕнче каç енне эпир, Олег Цыпленков (Ультияр) ертсе пыракан ушкăн, 1400 çухрăма хыçа хăварса РФ Патшалăх чикки патĕнчи КПП патне çитрĕмĕр.
Чикĕ урлă пире документсене тĕрĕслесе каçарчĕç. Километртан Казахстан Республикин чикĕ хуралçисем те пире тепĕр хут тĕрĕслерĕç, кашнинех миграци карточки пачĕç. Çапла майпа 43 çул çÿревçĕ 2 чикĕ урлă каçса Казахсен çĕрĕ çине çитрĕ. Вĕсенчен 7-шĕ – Шупашкар районĕнчен. Чи çамрăк çулçÿревçĕ – Шупашкар хулинчи 10 çулти Исси Дворникова ашшĕпе Василий Дворниковпа пĕрле, чи асли – Кÿкеçри 75 çулти Тамара Надольская пулчĕ. Эпир Чувашское ятлă вырăнтан (аул е поселок) иртсе кайса Уральск хулине çитрĕмĕр. Унтан Раççей укçисене вырăнти валютăпа – тенгепе (1 тенкĕ 5,45 тенгепе танлашать) ылмаштартăмăр.
Уральск хулинче Чапаев палăкĕ пур. Пирĕн ушкăнрисем казахсемпе вырăсла калаçрĕç, çапах вĕсен сăмахĕсем чăвашсенне çывăх, пĕр йышши сăмах нумай, ăнланма пулать. Кунта мелиораци аван аталаннă. Йывăç-курăка, тыр-пула канавсемпе-арыксемпе шăвараççĕ. 43 градуслă шăрăхра пушхир урлă автобуспа кайрăмăр. Пушхирте лаша, сурăх, ĕне тата тĕве кĕтĕвĕсем çÿреççĕ. Çул хĕрринчи йывăçсем лутра, шăрăха пула çитĕнеймен. Курăкĕсем те тĕве çиекеннисем, йĕплисем ытларах. Уйра тĕллĕн-тĕллĕн çуннă лаптăксем курăнаççĕ. Курăк çанталăк питĕ шăрăх тăнине пула çунать иккен. Пăчă, 5 тĕве те шăрăхран пытанса пĕр электричество юпин сулхăнне выртни куç умне пулчĕ. Çул хĕррисенче вырнаçнă масарсенче кашни казах раттин хăйĕн тăваткал склепĕсем. Кобдинск хулинче «Казахстан- 25 çулта» стелла куç умне пулчĕ. Ăна стадион умне вырнаçтарнă, хыçра – пысăк мечет, юланутçăсен скульптурисем.
Актобе (Актюбинск – Актÿпе) – тата пысăкрах хула. Самолетсен музейĕпе, чаплă пысăк супермаркетсемпе тата çÿллĕ çуртсемпе тыткăнларĕ вăл. Казахстанпа Раççей хушшинче уйрăмлăх 3 сехет. Пире, каçхине çула тухнăскерсене, вырăнти ГИБДД ĕçченĕсем чарса, ытти пысăк автомобиль вырнаçнă авточарăнăва канма тăратрĕç. Чимкент облаçĕн кĕпернаттăрĕн хушăвĕпе, çынсене турттаракан автобуссемпе инçе çула çÿрекен пысăк автомобильсене каçхине çÿреме чарнă. Ирхине 5 сехетре çула тухрăмăр. Вĕçĕ-хĕррисĕр выртать пушхир, çеçенхир. Аральск районне кĕрекен Тиректăвас ял тăрăхĕнчи чарăнура пысăк ферма тытса тăракан 3 çемьепе паллашрăмăр. Баракешовпа Оразгали çемйисем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Вĕсен ферминче 120 тĕве, ĕне-сурăх, лашасем пур. Кунашкал шăрăх тахçантанпах пулманнине палăртрĕç вĕсем.
Типсе пыракан Аральск тинĕсĕ хĕррипе, Байконуртан 2 километр иртсе кайрăмăр. Сырдарья юханшывĕ Атăлпа танлаштарсан çав тери таса мар, кĕпер çинченех хăмăр тĕслĕ курăнать. Аккум аулĕнче хулăран çыхнă кил картиш нумай. Каçхи Туркестан хули умĕнче пире ГИБДД ĕçченĕсем кĕтсе илсе çитес çĕре çитерчĕç. Хыçа 2700 çухрăм юлчĕ. Пире Туркестан хулин Акимĕн (пуçлăхĕн) çумĕ Махсат Тангатаровпа акиматăн культура пайĕн пуçлăхĕ Джамбулай Ибрагимов кĕтсе илчĕç. Олег Цыпленков вĕсене чăваш тĕррисемпе эрешленĕ тюбетейкăсем парнелерĕ. Пире çĕр каçма хăна çуртне вырнаçтарчĕç.
Хĕвеллĕ Туркестан
Июлĕн 5-мĕшĕнче Аким советникĕ Еркин Рустамов чăваш делегацине Туркестан хулинчи бассейна илсе кайрĕ. Сехет хушши шывра чăмпăлтатни ывăннине те ирттерсе ячĕ. «Туркестанра 265-270 пине яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен 160 пинĕшĕ – 16 аулта, 100 пинĕ – округсенче. Казахпа узбексем, вырăссем тата ытти наци çынни выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран, пахча-çимĕç, улма-йывăç ÿстерессипе ĕçлеççĕ. Арбуз июнь уйăхĕнчех пиçсе çитет», – каласа пачĕ Еркин Рустамов. Пире гостиницăра кунне 3 хут тÿлевсĕр апат çитерчĕç. Алма-Атара хатĕрленĕ «Ассам» чей тути пурне те килĕшрĕ. Каçхине «Есимхан аланцы» тÿремри пысăк сцена çинче Астана хула тата Казахстан Президенчĕн Нурсултан Назарбаевăн çуралнă кунĕсене халалласа пысăк концерт иртрĕ. Унта пирĕн чăваш делегацийĕн артисчĕсем те хутшăнчĕç. Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн членĕ Владимир Смирнов фильм ÿкерчĕ. Туркестан журналисчĕсем те пирĕн ушкăна пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Олег Цыпленков кунта 1998 çулта пулни çинчен, çак тапхăрта хула палламалла мар ылмашăнни çинчен тата пирĕн аваллăх историйĕн пĕрлĕхĕ халăхсен туслăхне çирĕплетни çинчен каласа кăтартрĕ. Сцена çинче Кÿкеçри «Туслăх» фольклор тата Муркаш районĕнчи ачасен «Калинка» ташă ушкăнĕсем, Николай Фомиряков шăхличпе вархан каласа, Дима Куруленко флейтăпа, Светлана Мерчен юрăпа, Исси Дворникова чăваш ташшипе тухрĕç. Туркестан çыннисем чăваш артисчĕсен концертне тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Туркестан хулин Акимĕ Алипбек Усербаев сцена çинчен чăвашсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ, пĕрле сăн ÿкерĕнчĕ. Эпир концертра савăннă хушăра Казахстан Республикинче йыш хушăннă – ача çуралнă, çĕршывăн 18 миллионмĕш çынни. Нурсултан Назарбаев ачан ашшĕ-амăшне 3 пÿлĕмлĕ хваттер парнеленине пĕлтĕмĕр.
Николай Смирнов, Атăлъял