Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи «Энергия» стадионта Совет Союзĕн 2 хут геройне – Андриян Николаева – халалласа «Советская Чувашия» хаçатăн 76-мĕш çăмăл атлетика эстафети иртрĕ.
Патшалăх влаçĕн органĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен, вĕрентÿ заведенийĕсе
3 пин ытла çын пухăнчĕ
Ăмăртăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. «Спорт этеме вăйлăрах, хăюллăрах пулма, çĕнтерÿ патне ăнтăлма тата лартнă тĕллеве пурнăçлама вĕрентет», – палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ. «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев Чăваш Ен прессин фестивалĕ çулран-çул хăйĕн тавра нумайрах та нумайрах çынна пухнине палăртрĕ.
Чи малтанах старта VIP-ушкăн тухрĕ – ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем… Вĕсем стадион тавра 2 çаврăм тунă хыççăн кăçал пĕрремĕш хут коррекци учрежденийĕ
Шкулсем палăрчĕç
Ăмăртура Шупашкар район чысне пурĕ 9 команда хÿтĕлерĕ: Янăш тата Тăрăн тулли мар вăтам шкулĕсем, район администраци тата район, ветерансен командисем, Атайкасси вăтам шкулĕ, Цветковсен тата Башкировсен çемйисем тата «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн команди.
Ку таранччен «Советская Чувашия» хаçатăн эстафетинче çĕнтерÿçĕ ятне Шупашкар районĕнчи пĕр вăтам шкул та илсе курман. Атайкасси шкулĕ пĕрремĕш вырăна тухни савăнăçлă кĕтменлĕх пулчĕ. «Кунти ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне пĕлсе курса тăнăран спорт енĕпе вăйлăраххисене тÿрех палăртма май пур. Спортра çитĕнÿ тăвас тесен кашни кун ĕçлемелле. Эрнере 3 хутчен тренировкăсе
Янăшсем вара пĕрремĕш хут кăна мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç, темиçе çул каялла вĕсем кубок çĕнсе илнĕ. Кăçал район чысне 8-9 классенче вĕренекен Миша Васильев, Дмитрий Ефимов, Александр Григорьев, Елена Белова, Наталья Тямеева, Ксения Родионова хÿтĕлерĕç. Шкул директорĕ Вячеслав Димитриев каланă тăрăх тренировкăсе
Хаваслă кăмăлпа
Цветковсен çемйи районта иртекен ăмăртусенче яланах палăрать, «Советская Чувашия» ирттерекен эстафетăна та чылайранпа хутшăнать. 7 çулчченхи ачасемпе старта тухнă çемьесемпе тупăшса финиша 4-мĕш çитрĕç. 8-13 çулсенчи ачасемлĕ çемьесен хушшинче Башкировсен çемйи 5-мĕш пулчĕ. Шупашкар район команди финишра 2-мĕш, райадминистр
Сăмах май
Эстафетăра «Тăван Ен» район хаçат редакцийĕн чысне тĕп редактор çумĕ Виктория Вышинская, пай редакторĕ Любовь Семенова тата пирĕн штатра тăман корреспондент
ВЕРА ШУМИЛОВА