Эсĕ уйăх пулсан…
Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам!
Шурăмпуç çутипе чӳхенсе çуталам.
Инçетри телее йĕрлесе тупнă чух
Сан çине аякран пăхнипех савăнам.
Эсĕ пурнăç пулсан эпĕ тĕлĕк пулам!
Вăрттăн каç шăплăхне хускатмасăр сывлам.
Ватăлми чĕрене канăç çитнĕ чухне
Сан чунна асамла телейпе хумхатам.
Эсĕ ĕмĕт пулсан эпĕ шухăш пулам!
Çиçĕм пек васкаса сан хыçран хăвалам.
Эп сана, юмахри тĕнчене куçарса,
Юрату шерпетне астивсе пăхтарам.
Эсĕ тинĕс пулсан эп ун хумĕ пулам!
Тăвăлпа тулхăрса хĕвелпе çуталам.
Палкаса тăракан аслă пурнăç çинчен
Манăçми юрăсем юрласа хăварам.
Эсĕ мăкăнь пулсан эп пыл хурчĕ пулам!
Çеçкӳне çунатпа сĕртĕнсе ачашлам.
Чĕрери тунсăха çилпеле вĕçтерсе
Виличчен юратма вĕрентсе хăварам!
Хĕллехи илем
Вăш-вăш, вăш-вăш ай çил вĕрет,
Каш-каш, каш-каш вăрман кашлать.
Шап-шур сухаллă Хĕл Мучи
Питрен-куçран, ай, хыпашлать.
Ух! шеремет.
Çил ачисем сиккипеле
Кĕртсем тăрăх чупкалаççĕ.
Мĕн пур хăрăк туратсене
Турта-турта хуçкалаççĕ.
Шарт! тутараççĕ.
Армак-чармак ват юманĕ
Шухă çилпе, ай, тавлашать;
Чĕрик-чĕрик чĕриклетсе
Аллисемпе сулкалашать.
Ух! тăрмашать.
Тулли уйăх пĕлĕт çине
Хуллен-хуллен шуса тухать.
Лăпкă-лăпкă ялсем çине
Ылтăн-кĕмĕл пĕрчи сапать.
Их! сапалать.
Илле ТУКТАШ