Кăçал пирĕн тăрăхра юман йĕкелĕ ăнса пулчĕ. Ăна сысна çурисене çитерме юрать-и?
Алевтина М.,Ваçлейкасси
Алексей ХУНДИМИРОВ, ветврач (выльăх тухтăрĕ):
– Çитĕннĕ сыснасене талăкра 2 килограмм таран юман йĕкелĕ пама юрать. Хăйĕн тутăлăхĕпе вăл тулă хывăхне çывăх. Анчах унта каяша хытаракан япаласем нумай, çавăнпа та юман йĕкелне сĕткенлĕ апатпа пĕрле (тымар çимĕçпе, калăпăр, чĕкĕнтĕрпе) пама сĕнеççĕ. Ăна хĕл валли типĕтсе хуракансем те пур. 100 кг йĕкелте 65-85 килограмм апат единици шутланать. Йĕкелте протеин та пур: 3-5 процент таран. Вăл выльăха ÿт хушма пулăшать.