СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1944 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнчи хушăвĕпе ноябрĕн 19-мĕшĕнче Артиллери кунне паллă тума йышăннă. 1967 çултанпа, Ракета çарĕсене йĕркелесе янăранпа, Раççей çарĕнче Артиллерипе Ракетчиксен кунне уявлаççĕ.
49 çул хушши- 1945-1994 çулсенче Германи çĕрĕ çинче 108 пин чăваш каччи хĕсметре тăнă. Вĕсен шутĕнче артиллеристсемпе ракетчиксем те пулнă. Çар ушкăнĕн (ГСВГ) тĕп тĕллевĕ вăрçă тухас пулсан хамăр çĕршыври тата Варшава килĕшĕвне кĕрекен çĕршывсен хĕç-пăшаллă вăйĕсене мобилизациличчен Хĕвел анăç чикĕре тăшмана хирĕç тăрасси пулнă. 1991 çул пуçланнă тĕле кунти çарсен тытăмĕнче 4,1 пин танк, 8 пине яхăн тĕрлĕ маркăллă БМП, 3,6 пин артиллери системи, 390 çар тата 315 транспорт вертолечĕ, тактикăлла ракета комплексĕсем пулнă. Вĕсене 337,8 пин çар çынни пăхса тăнă.
Атăлъялĕнче пурăнакан Михаил Созонов Германи çĕрĕ çинче, 1975-1977 çулсенче, хĕсметре тăнă вăхăтра Танксен çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă, каярах Германи çĕрĕ çинчех Ракета çарĕсен ретĕнче 1977-1982 çулсенче прапорщик званийĕнче ăна малалла тăснă. Вĕсен чаçĕ Дрезден çывăхĕнчи Риза хулинче вырнаçнă пулнă. Оперативлă тактикăлла ракетăсен установкисем çĕр айĕнчи шахтăра ларнă. Вăл 9 çынлă ушкăн техникĕ пулса ракета пуçĕсене йĕркелесе пăхса тăнă. Ĕлĕкхи компьютерпа, уçăпа ĕçленĕ. Ракетăсем хуралта çĕр айĕнче тăнă, шахтăран вĕçсе тухма яланах хатĕр пулнă. Кашни икĕ çулта çар специалисчĕсем ракетăпа пеме Раççее, Капустин Ярне, учение çÿренĕ. Çак хулана кĕнĕ çĕрте «ФАУ-1» ракетăна асăнса лартнă палăк пур. Вăл хальхи пĕтĕм ракетăсен «аслашшĕ» пулса тăрать.
Чăвашсенчен чаçре ракета пуçтаракансен бригадин пуçлăхĕнче Йĕпреç районĕнчи Петр Петров та пулнă. Кашни 5 çултан ракетчиксене урăх чаçсене куçарнă. 5 çултан Михаил Созонов та Германинчен Ужгород хулине лекет. Унта вăл 10 çул, 1982-1992 çулсенче, аслă прапорщик пулса Ракета çарĕсен ретĕнче çар тивĕçне малалла тăснă. Светлана мăшăрĕ ача сачĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. СССР саланса кайнă хыççăн Ужгородри чаç Украина çĕрĕ çине юлнă. «Эпир Украинăна юлма, урăх çĕршыва присяга пама килĕшмерĕмĕр. Икĕ каç куç хупмасăр ракета çар оборудованине вагонсем çине тиерĕмĕр. 1992 çулхине пĕтĕм çемьепе Раççей гражданствине илтĕмĕр», – аса илчĕ Михаил Созонов. Унтан çар военкоматĕнче сĕннипе мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă. Çапла Тăван çĕршыва 32 çул хушши тивĕçлĕн хÿтĕленĕ аслă прапорщик: виçĕ тĕрлĕ степеньлĕ «За безупречную службу» медале, ытти юбилейлă наградăна тивĕçнĕ вăл. Халĕ мăшăрĕпе мăнукĕсем Кирилпа Ваня çитĕнсе çитсен тивĕçлĕ çĕршыв хÿтĕлевçисем пулччĕр тесе тăрăшать.
Николай Смирнов, Атăлъял