Новости
19 Апр 2026, Вс

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Тӑвай округӗнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртрӗ. Кӑҫал унта пӗрремӗш хут федерацин Атӑлҫи округӗнчи пур регионтан та килнӗ хăнасем хутшӑннӑ.

Слета 1600 яхăн ҫын ҫитнӗ. Вăл шутран 80 çын – ытти регион представителĕсем. Кӑҫалхи слета Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне тата Аслӑ Ҫӗнтерĕвĕн 80 ҫулне халалланӑ, вӑл «Ҫӗнтерӗве пӗрле кӗтсе илетпĕр» чĕнÿпе иртнӗ.

Ҫамрӑксемпе пĕрле тӑваттӑмӗш агрослетра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ – вице-премьер Сергей Артамонов та пулнă. Тутарстанран, Киров тата Чулхула облаçĕсенчен парламентарисем çитнĕ, федераци шайĕнчи экспертсемпе Ял çамрăкĕсен Раççейри пĕрлешĕвĕн активисчĕсем те Чăваш Ен йĕркеленĕ слета хутшăнма кăмăл тунă.

Агрослетра тĕрлĕ тÿрем ĕçленĕ: çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ калаçусенче çивĕч ыйтусем сÿтсе явнă, спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ, пултарулăх концертне те хутшăннă…

Тĕплĕнрех — хаçатăн çĕнĕ номерĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *