Ялти пахчарах ÿстеретпĕр

Morkov[1]Kartoshka[1]Kabachok[1]

Мĕн-мĕн те, пахча çимĕç те тĕрлĕ фигурăллă ÿснине хам куçпа курса ĕнентĕм. Пĕкĕ евĕр кабачок, пĕр-пĕрне ыталаса илнĕ е тата «У» сас палли пек кишĕрсем, чĕрене сăнлакан çĕр улми – çаксем пурте пирĕн пахчара ÿснĕ.

Сăмах май, «Тăван Ен» хаçата нумай çул çырăнса илетĕп, питĕ килĕшет. Кашни номерне тĕплĕн вуласа тухса пуçтарса пыратăп. Унтан вара Чĕмпĕрте пурăнакан пиччене парса яратăп. Тавах сире, «Тăван Енре» ĕçлекенсем, çакăн пек интереслĕ те хитре хаçат кăларнăшăн.

Екатерина Григорьева, Мăн Марка

www.tavanen.ru

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости