«Лайăх тата пахалăхлă вăрлăх – тыр-пулăн пысăк ăнăçлăхĕ,» – теççĕ опытлă пахчаçăсем. Вĕсемпе килĕшмесĕр май çук. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем вăрлăх енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсем те çакна çирĕплетеççĕ.
Кирлĕ документсăр – пахалăхсăр?
Сăмахран, нумаях пулмасть инспекторсем Шупашкарти суту-илÿ вырăнĕсенче пулнă. Ара, сентре çинчи тĕрлĕ вăрлăха Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрĕнче темле шырасан та тупайман. Чылай сутуçăн вăл е ку вăрлăх тĕлĕшпе сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсем ал айĕнче пулман.
Февраль уйăхĕнче кăна сутлăхри вăрлăхăн 102 партине (750 кг – ял хуçалăх ÿсен-тăранĕсен, пĕчĕк 23135 хутаç – пахча çимĕç тата чечек культурисен – тĕрĕсленĕ май 87 парти тĕлĕшпе сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсем çукки тата 15 парти асăннă реестрта пулманни çиеле тухнă.
«2014 çулта 105 тĕрĕслев ирттертĕмĕр. Пĕтĕмпе юридици вăйĕнчи 75 çынна тата 28 предпринимателе тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă 124 тĕслĕх тупса палăртнă. Тĕрĕс мар упрани те куç тĕлне пулчĕ – 5 тĕслĕх. Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртмен сортсен вăрлăхне сутни вара час-часах тĕл пулать», – каласа кăтартать вăрлăх контролĕ енĕпе тимлекен Валентина Никитина патшалăхăн аслă инспекторĕ.
Пĕтĕмпе 146, 72 пин тонна ял хуçалăх, 25 пин хутаç пахча çимĕç тата чечек культурисен вăрлăхне тĕрĕслерĕмĕр, çавăн пекех 3050 тĕм-йывăç. 298 партирен 115-ĕн сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсем пулман. Тĕрĕсленĕ йывăç-тĕмсен пĕрин тĕлĕшпе те кирлĕ документсем кăтартайман.
Госреестра кĕртмен сортсен вăрлăхне нумай çĕрте сутнă, пĕлтĕр çавнашкал 2376 хутаç тупса палăртнă.
Акма мĕнле вăрлăхпа усă курни те пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕмпе 426 парти тĕрĕсленĕ, ку вăл 9929,2 пин тонна. Хуçалăхсем 54 парти сортне тата шăтаслăхне ятарласа тĕрĕслеттермен. 3 парти (148,40 тонна) ГОСТ требованийĕсене тивĕçтермест. Акса хăварнă 52 партин вара сорт пахалăхĕ паллă пулман.
Тĕш тырă тата пахча çимĕç культурисен вăрлăхне мĕнле упранине тĕрĕсленĕ чухне те асăрхаттарусемсĕр май килмен: 78 партирен 5-шĕ тĕлĕшпе упрамалли правилăсене пăхăнманни куç кĕрет.
Пĕтĕмпе 9 юридици сăпатне, 26 пуçлăха, 12 предпринимателе тата 52 çынна административлă майпа явап тыттарма тивнĕ, асăрхаттарусем те пулнă.
Вăрлăх хутаççинче – сăтăрçă-çум курăк
Специалистсем асăрхаттараççĕ: документсăр вăрлăхран паха çимĕç пуласси иккĕленÿллĕ кăна мар, унпа пĕрле хăрушă чирсем тата сăтăрçăсем пахчана çăмăллăнах лекме пултараççĕ. Вăрлăхра сăтăрçăсене тупни çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума хистет. Кăçал та акă Мускавран илсе килнĕ пахча çимĕç вăрлăхĕнче уйрăмах вăйлă сиен кÿрекен çум курăкăн, уй-хир пурçăнĕн, вăррине асăрханă. Вăл ÿсен-тăран тăрăх явăннă май унăн сĕткенĕпе аталанса пурăнать. Унра наркăмăшлă япала — сапонин – виçи пысăк, çавăнпа та повиликăпа хутăшла утă выльăхшăн сиенлĕ. Уйрăмах япăх типĕтни вар-хырăм чирне ярать.
Çавăнпа та инспекторсем вăрлăха ятарлă лавккасенче туянма сĕнеççĕ. Вăрлăхăн кашни партийĕ валли сертификат (свидетельство) пулмалла. Документра культура ятне, унăн сортне, парти номерне тата ытти информацие кăтартмалла. Енчен те сертификат çинче çырни хутаç çинчипе пĕр килсен – вăрлăх пахалăхлă.
Надежда Васильева, управлени ĕçченĕ