«Çырма çурăлса каясран пăрахатпăр»

«Пуçлăх пуриншĕн те яваплă» проект вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ. Черетре – Шĕнерпуç ял тăрăхĕ. Паян вулакансене унти пурнăçпа паллаштарăпăр.

Тĕрлĕ çын – тĕрлĕ шухăш

Чи малтан Шĕнерпуç ялне кĕтĕмĕр. Çынсен шухăшĕ тĕрлĕрен пулни тÿрех сисĕнчĕ. Сăмахран, Никита Иванов пенсионер ялти пурнăçпа кăмăллă. «Шывсăр лармастпăр, çул пур…» – калаçрĕ вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисене асăнса лартнă палăк патĕнче çитес вăхăтрах субботник ирттересси пирки те пĕлтерчĕ. Яла шалалла кĕнĕ тата ытти çынпа калаçнă май кăлтăксем куçа тăрăнма пуçларĕç. «Колхозная» урамра вырăн-вырăнпа тирпейсĕрлĕх хуçаланни лайăх палăрчĕ: хăма татăкĕсем, çÿп-çап… «Кооперативная» урамра асфальт çул шăтăк-путăкланса пĕтнĕ, вĕсен вырăнĕнче çуркунне пĕчĕк кÿлĕсем пулса ларнă. Çула юсамалли куç кĕретех. Хăçан? Çакă ял тăрăх пуçлăхĕ патне ыйтупа тухма хистерĕ. «Асăннă урамра асфальт сарнăранпа 20 çул ытла иртрĕ, вырăн-вырăнпа юхăннă, анчах ăна юсассине çитес çулсенче плана кĕртмен-ха. Ман шухăшпа, шăтăк-путăка çеç хупламалла мар, пĕтĕмпех асфальт сармалла», – пĕлтерчĕ Вячеслав Столяров.

Хытă каяша ăçта хумалла?

Урамсемпе иртсе пынă май унта та кунта йăлари хытă каяш куписем выртни курăнчĕ. Хăшĕ-пĕрин аслăкĕ çумĕнчех купаланнă. «Апла тăк вĕсене турттарса тухассине йĕркелемен кунта?» – вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш. Ялта пурăнакансем каласа панинчен çакна ăнлантăмăр: хытă каяшсене çуркуннехи-çуллахи вăхăтра, урăхла каласан типсен, кăна турттарса тухаççĕ. Ытти уйăхра вара вутра пĕтекеннине çунтараççĕ, кĕленче, пластик евĕрлисене килĕсенче михĕсене пухса пыраççĕ. «Машинăпа хамах тиесе тухатăп», – пĕлтерчĕ «Кооперативная» урамра пурăнакан арçын. Çÿп-çап ыйтăвĕн лару-тăрăвĕпе çывăхрах паллашас тесе ял тăрăх пуçлăхĕпе калаçрăмăр. «Йышăнатăп, çÿп-çап ыйтăвĕ – чи çивĕччисенчен пĕри. Хытă каяшсене турттарса тухмашкăн килсерен укçа-тенкĕ пухассине йĕркелес енĕпе йывăрлăхсем пур, хирĕçлекен çынсем çук мар. Ку ĕçре пуринчен ытла шĕнерпуçсем тата çырмапуçсем хăйсене яваплă тытаççĕ, тÿлемешкĕн хирĕç мар», – пулчĕ хурав.

Чăнах та, чылай ялта çÿп-çап ыйтăвĕ çивĕч иккен. Уйрăмах Хыркассинчи çырмари çÿп-çап купи шартах сиктерчĕ. Çынсем миçе çул кунта ăпăр-тапăр тăкнă-ши?! «Çырма çурăлса каясран пăрахатпăр», – никам кĕтмен хурав пачĕ ялти пĕр çын. Çапла майпа хыркассисем эрозие хирĕç кĕрешеççĕ имĕш. Субботник вăхăтĕнче çырмана май пур таран тасатасси пирки пĕлтерчĕ вырăнти пуçлăх.

Контейнерсем вырнаçтарассипе нимĕнле йывăрлăх та çук-мĕн. Акă пĕлтĕр кăна ял тăрăх администрацийĕ 69 контейнер туяннă. Ялсенче вĕсене хăш-хăш вырăнсене лартассине те палăртнă. Чăрмав хытă каяшсене турттарса тухнăшăн çынсенчен укçа-тенкĕ пухассине йĕркелессипе кăна çыхăннă. Тĕслĕхрен, Шĕнерпуçĕнче уйăхра пĕр килтен 30 тенкĕ ытла пухнă. Çÿп-çап ыйтăвне çитес вăхăтрах пухусенче сÿтсе явассине, çĕр типсен субботниксем йĕркелесен тавралăх самай хитреленессе шантарсах каларĕ В. Столяров.

Тĕрлĕ темăпа

Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче 24 башня ĕçлет. Шывпа çыхăннă йывăрлăхсем ытларах çулла – шăрăх вăхăтра тата пахча çимĕçе ытлашши лÿшкентернипе – сиксе тухаççĕ. Хăш-пĕр ял пĕр шайра ларманнипе ăшă вăхăтра кăлтăксем пулаççĕ-мĕн. Ял тăрăх пуçлăхĕ калашле, шывпа усă курнă чухне хăвăн çинчен кăна мар, ыттисем пирки те шухăшламалла.

Ялсенчи кашни киле тенĕ пекех шыв кĕртнĕ. Сăмахран, Кивçурткассинче «Зеленая» тата «Школьная» урамсенче килĕсенче çăл пур.

Юлашки вăхăтра ялсенче, вĕсенче кăна та мар, килсĕр йытăсем çÿрени пирки халăхра нумай калаçаççĕ, массăллă информаци хатĕрĕсенче çыраççĕ-кăтартаççĕ. Кун пирки Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче питех ÿпкелешмерĕç пулин те çакă лăпланмалли сăлтав мар. Йытăсем пĕр вырăнта тăмаççĕ-çке, яланах куçса çÿреççĕ, çавăнпа та сыхă тăмалла. Анчăксемпе çыхăннă ыйтăва хускатсан Вячеслав Столяров çапла хуравларĕ: «Ятарлă организаци пĕлтĕр – 15, кăçал вара 11 йытă тытнă. Лару-тăрăва сăнасах тăратпăр».

Ахаль выртакан çĕрсемпе çыхăннă ыйту та паянхи кун чи çивĕччисенчен пĕри. Кирек мĕнле ял тăрăхне кайсан та унпа кăсăкланатпăр. Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче лару-тăру мĕнле-ши? Вячеслав Столяров каланă тăрăх, территорире çынсем усă курман çĕр лаптăкĕ 10 га яхăн, 60 га çĕрĕн хуçине тупнă, халĕ çав участоксен «шăпине» татса парассипе ĕçсем пыраççĕ. «Пысăк лаптăк пăшăрхантарчĕ пире, мĕншĕн тесен ÿссе кайнă хыт-хурана пула типĕ çанталăкра пушар тухас хăрушлăх пурччĕ, кăçал участок айккипе çĕре сухаласа тухма шантарчĕ-ха унăн хуçи», – каласа пачĕ пуçлăх.

Ял тăрăхĕнчен тÿлевсĕр çĕр участокĕсем илмешкĕн нумай ачаллă 31 çемье учета тăнă. 15 çемьене лаптăкпа тивĕçтернĕ, черетре тата – 16 çемье. Вĕсем валли участоксем хатĕрлессипе ĕçленине пĕлтерчĕ В. Столяров.

Кĕçех чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕрне – Çĕнтерÿ кунне – уявлăпăр. Паллă дата умĕн палăксен «шăпипе» те кăсăкланмасăр пултараймарăмăр эпир. Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче пурĕ 9 палăк. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсене «сăн» кĕртес ĕçсем пуçланман-ха, мĕншĕн тесен çанталăк кансĕрлет: е юр, е çумăр çăвать, пылчăк… Çĕр типсен палăксене юсама, тавралăха тасатма тытăнмалла. Вĕсем питех тĕссĕрленмен, хăшне-пĕрне кăшт çеç сăрăпа тĕкмелле. Сăмахран, Хыркассине кĕнĕ чухне ларакан палăк хитре курăнать, унăн композицийĕ те хăйне евĕрлĕ. Çĕнĕ идейăсем те пур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене халалласа Çĕнĕ Тренккассинче пĕлтĕр майăн 9-мĕшĕнче палăк уçнă, кăçал унта кăшт улшăну кĕртесшĕн. Ятарлă вырăнсем туса вăрçă вăхăтĕнчи самантсене хронологипе çырса палăртасшăн.

Сăмах паратпăр

Вячеслав СТОЛЯРОВ, Шĕнерпуç ял тăрăх пуçлăхĕ:

– 2014 çулта тунă ĕçсене кăçал малалла тăсăпăр. Сăмахран, пĕлтĕр Мăн Чăкăрта «Школьная» урама юсарăмăр, Çĕнĕ Тренккассинче çурт территорийĕсене тытса тăрассипе, юсассипе тăрăшрăмăр. Унта хăтлăх кĕртессипе те чылай ĕç пурнăçланчĕ. Сăмахран, кăçал Çĕнĕ Тренккассинчи «Солнечная» урамра вак чул сарма палăртнă. Çак ял йĕркеленсе кайнăранпа 2014 çулта пĕрремĕш хут ялти урамсенче чечексем ешерме пуçларĕç. Çынсене кил-çурт тавралăхне яланах тирпейлĕхре тытса тăма хавхалантарас тесе çулсеренех ял тăрăхĕнче конкурссем ирттеретпĕр – «Чи хăтлă çурт», «Чи лайăх картиш»…

Çĕнĕ Тренккассине асăннă май çакна та каласа хăварас килет, ялта нумай хваттерлĕ 15 çурт, кашнин подъезчĕсем патĕнче сак тата урна вырнаçтарнă.

Тавралăха хăтлăлатас тĕллевпех пĕлтĕр ача-пăча площадкисем, вылямалли комплекссем, хыçлă саксем туянтăмăр, çакăн валли вырăнти бюджетран 410 пин тенкĕ уйăрнăччĕ.

Хаклав

Георгий егоров, Шупашкар район администраци пуçлăхĕ:

– Иртнĕ çулсенче, сăмахран, 2012-2013 çулсенче, Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене индивидуаллă майпа хутса ăшăтма тытăнас тесе тăрăшуллăн ĕçлерĕç. Культура мероприятийĕсем, калăпăр, Ваттисен кунĕсене, ял уявĕсене тата ытти праçнике, йĕркелесе ирттерес енĕпе лайăх енчен кăна палăртмалла.

Анчах ял тăрăхĕнче татса паман ыйту та сахал мар, тĕслĕхрен, усă курман çĕр лаптăкĕ самаях, нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр участокĕсемпе тивĕçтерес енĕпе те туса ирттермелли ĕçсем пур.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости