Анапăна каяс ĕмĕтлĕ

Апрелĕн 29-мĕшĕнче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче ЧР Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен командисен хушшинче Президент спорт вăййисен 1-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унта Муркаш, Красноармейски, Элĕк, Шупашкар район тата Шупашкар хулин командисем хутшăнчĕç. Шупашкар район чысне Кÿкеçри лицей вĕренекенĕсем хÿтĕлерĕç.

Ăмăртăвăн тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, шкул ачисен вăйлă командисене палăртасси. Президент спорт вăййисен тапхăрĕсенче малти вырăнсене тивĕçнисем финалта вăй виçĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ команда Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнĕ, Анапăна кайĕ.

Ăмăртăва 2000-2001 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасем хутшăнчĕç. Красноармейски шкулĕнчен килнĕ команда 7-8 классенче вĕренекенсенчен тăрать. Физкультура учителĕ ăмăртăва хутшăнакан ачасене спортри кăтартăвĕсене пăхса суйласа илнине пĕлтерчĕ. Нумаях пулмасть ГТО нормативĕсене пурнăçланăскерсем ку ăмăртура та хăйсене лайăх енчен кăна кăтартасса шанать вĕрентекен.

Элĕк шкулĕн командин ертÿçи Лев Данилов та кăтартусемпе малта пыракан ачасемпе килнĕ. Лев Августович ачасем спортра маттуррине, йĕлтĕрпе ярăнассипе, çуран утассипе, чупассипе çитĕнÿсем тунине палăртса хăварчĕ. Анчах çамрăк спортсменсем команда вăйисенче, ишессипе йăвашрах иккен. Сăлтавĕ те пур – Элĕкри спортпа сывлăх центрĕнче бассейн çук. Çакă ишессипе мала тухма чăрмав кÿрет. «Сирĕн районта сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслашма пур услови те пур. Спортпа сывлăх центрĕнче бассейн пур, стадион, хоккей курупки, йĕлтĕр трасси юнашар», – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне Лев Августович. Бассейнта тахçанах тренировкăсем ирттермен ачасем «Путас марччĕ кăна», – тесе те шÿтлекелесе илчĕç.

Кÿкеç лицейĕнче физкультура учителĕнче тимлекен Татьяна Михайлова каланă тăрăх, район чысне 8 «а» тата «б» классенче вĕренекенсем хÿтĕлерĕç. Вĕсен йышĕнче баскетболла ăста вылякансем, бассейна ишме çÿрекенсем пур. «Ытти çулсенче ачасем баскетбол енĕпе тупăшатчĕç пулсан, кăçал волейбол вăййине программăна кĕртнĕ. Президент спорт ăмăртăвĕсене кашни çулах хутшăнатпăр, 2013 çулта 4-мĕш вырăна та тивĕçнĕччĕ. Ачасем малти вырăна çĕнсе илес кăмăллă, Анапăна каяс ĕмĕтлĕ», – хыпарларĕ вăл.

«Команда вăййисем çăмăлах мар. Пăшăрханмалли те пулать. Чи кирли – ачасем выляса илес шухăш-кăмăлпах килнĕ», – калаçрĕ физкультура учителĕ.

Ачасем тăршшĕне сикессипе, волейболла выляссипе, 60 м тата 1000 м чупассипе, ишессипе, арçын ачасем турник çинче туртăнассипе, хĕрачасем отжимани тăвассипе тупăшрĕç. Ку тапхăрта çĕнтерÿçĕ ятне Шупашкар район команди тивĕçрĕ.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости