Кашни куна зарядкăран пуçламалла. Çак йĕркене йăлана кĕртсе ярса ăна пăхăнсан пурте хăйсене лайăх туйма тытăнĕç. Кÿкеçри 1-мĕш шкулта 7 «б» класра вĕренекенсем çак шухăша виçĕм кун лайăх ăнланчĕç.
Мĕнле майпа тетĕр-и? Вĕсем паллă спорт ветеранĕпе, çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв, республика ăмăртăвĕсен призерĕпе, Шупашкар районĕн Хисеплĕ гражданинĕпе Анатолий Михайлович Михайловпа районти тĕп библиотекăра тĕл пулсан çакна ăша хыврĕç. Физкультура çыншăн усăллă пулнине витĕмлĕн каласа пачĕ вăл. Спортсмен компьютер экранĕ çинче пурнăç çулĕпе тепĕр хут «утса тухрĕ». Сăн ÿкерчĕксем çав вăхăтсене манма памаççĕ: акă çамрăк чухне финиша ыткăнни, хĕллехи çанталăкра вун-вун çухрăма хыçа хăварни… Кунашкал самант чăннипех те нумай, пурне те асăнса пĕтереймĕн. Ачасене спорт мастерĕ çăмăл атлетикăпа мĕнле туслашни, хăйĕн çитĕнĕвĕсем, вĕренекенĕсем пирки кĕскен каласа пачĕ. Вăл вăрăм дистанцисене хыçа хăварма кăмăллать иккен: чи юратни – 30 км. Çурма марафон, марафон та уншăн нимĕн те мар. «Манăн, ача чухне ĕçпе пиçĕхнĕскерĕн, чăтăмлăх туйăмĕ лайăх аталаннă, çавăнпах ĕнтĕ вăрăмăшне чупма юрататăп», – ăнлантарчĕ вăл залра пухăннисене. Хăй нихăçан та сигарет туртманни пирки те асăнчĕ, ачасене те çавнах сунчĕ.
Тренер пулнăскерĕн ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесех килет-тĕр, вăл вĕренекенсенчен марафон мĕн иккенне, унăн вăрăмăшĕ мĕншĕн 42 км та 195 м пулнине пĕлесшĕн пулчĕ. Хурав кĕтсе илейменнипе хăех каласа пачĕ. «Мĕнле предмет юрататăр?» – тăсрĕ калаçăва малалла. Вĕренекенсем харăссăн: «Физкультура», – тесе хуравларĕç.
– Физкультура кирлĕ предмет, анчах эсир ыттисемпе те тăрăшса вĕренĕр, – сĕнÿ пачĕ спорт ветеранĕ.
Çак тĕл пулу мĕнпе асра юлĕ-ха? Асăннă класра вĕренекен Максим Иванов çапла пĕлтерчĕ: «Анатолий Михайлович 80 çула çитет тесе калаймăн та, ун пек пулас тесен спортпа туслашмалла. Эпĕ футболла выляма юрататăп, волейбол та кăмăла каять».
Калаçу вĕçленнĕ хыççăн пурте урама тухса «Спортсменпа пĕрле зарядка» флешмоб ирттерчĕç. Музыкăпа пурте пĕрле тĕрлĕ хускану турĕç. Хăнăхтарăвĕсене вара спорт мастерĕ хăех кăтартрĕ.
Историрен
Легенда тăрăх марафон дистанцийĕ çапла йĕркеленнĕ: пирĕн эрăччен 490 çулта Фидиппид ятлă грек салтакĕ çапăçу хыççăн Марафонран Афинăна çити пĕр чарăнми чупса кайнă, вăрçăра грексем перссене çĕнтернине пĕлтересшĕн пулнă вăл. Чупнă тăршшĕ малтанах мĕн чухлĕ пулнине пĕлмен, ăна кăшт каярах палăртнă – 42 км та 195 м.
ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ