Иртнĕ канмалли кунсем спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕç. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче спортпа сывлăх кунĕ иртрĕ, «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче 5 пине яхăн çын хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарчĕ. Тепĕр кун вара районта пурăнакансем «Нацисен кросĕ – 2014» ăмăртăва хутшăнчĕç.
Юрă-кĕвĕпе
«Нацисен кросĕ-2014» ăмăрту пĕтĕм Раççейĕпех иртет, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан кашни çынах çак ăмăртăва хутшăнма тăрăшать. Çак кун Шупашкар районĕнче пурăнакансем те «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ умне пуçтарăнчĕç. Спорт уявне ЧР ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов, Шупашкар район администраци пуçлăхĕ Георгий Егоров тата Шупашкар районĕн хисеплĕ çынни, спорт ветеранĕ Александр Михайлов уçрĕç, ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансене ăнăçу сунчĕç. Унтан сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем ташă ушкăнĕ кăтартса пынипе музыкăпа тĕрлĕ хускану – зарядка – турĕç.
Стартра – VIP-ушкăн, ачасем…
Чи малтан старта VIP-ушкăн тухрĕ, райадминистраци ĕçченĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, депутатсем, районти предприятисемпе организацисен ертÿçисем 400 метрлă дистанцие кам маларах чупса тухассине палăртрĕç. Тупăшу хĕрÿ пулчĕ, арçынсенчен финиша Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхне Андрей Михайлова кăшт кăна каярах хăварса районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Александр Андреев чи малтан çитрĕ. Райадминистраци специалисчĕ Алексей Михайлов виççĕмĕш пулчĕ. Депутат каланă тăрăх, ăна ăмăртура çĕнтерме яланах тренировка пулăшать иккен. VIP-ушкăнри хĕрарăмсенчен чи маттуррисем вара – райадминистрацинче вăй хуракан Мария Ефимова, Александра Павлова, Ирина Золова.
Вĕсем хыççăн 7 çулти тата кĕçĕнрех ачасем старт илчĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем финиша пĕрремĕш çитес тесе пур вăя хурса вирхĕнчĕç. Аслисем вĕсене хавхалантарсах тăчĕç. Арçын ачасенчен чи малтан Сергей Цветков чупса тухрĕ, Арсений Удаловпа Илья Рыбкин 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пĕр-пĕрин хушшинче пайларĕç. Хĕрачасенчен Виктория Матьянова, Даша Кошкина, Карина Порфирьева чи маттуррисем пулни курăнчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекен, ăмăртусенче палăракан Лев Цветков вара кăçал Шупашкар хулинче иртнĕ ăмăртăва хутшăннă, хăйсен ÿсĕмĕнчи ачасен хушшинче 6-мĕш вырăн йышăннă.
Хăйĕн хыççăн йĕр хăварасшăн
80 çулти спорт ветеранне Александр Михайлова спортпа туслă пурăнниех çирĕп пулма пулăшать иккен. Александр Михайлович спортпа яш чухне, салтакра, туслашнă. «Çарта манăн пур дисциплинăпа «питĕ лайăх» паллă пулнă, физкультурăпа кăна кăшт начартарах. Пĕр ăмăртура 3 км дистанцие чуптарчĕç, эпĕ чи малтан тухрăм. Ытти ротăсенчи салтаксен хушшинчи ăмăртура та чи малтан тухаканни эпĕ пулнă. Çартан таврăнсан вара тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма тытăнтăм, хам ĕмĕрте 3, 5, 10, 20 км тата марафон дистанцийĕсене нумай парăнтарнă», – каласа пачĕ хăйĕн пурнăçĕ çинчен Александр Михайлов «Тăван Ен» хаçат корреспондентне. 80 çул тултарать пулсан та алă усса лармасть спорт ветеранĕ, çамрăксене вĕрентсе пырать. Унăн вĕренекенĕсенчен пĕри – «Советская Чувашия» хаçат ирттерекен эстафетăра район чысне хÿтĕленĕ Георгий Сорокин ку ăмăртура 3-мĕш вырăна тухрĕ. «Александр Михайлович манпа тренировкăсем ирттерет, вăл пулăшса пынипех эпĕ вăрăм дистанцисене тĕрĕс парăнтарма хăнăхса пыратăп. 3 кун тренировка ирттернĕ хыççăн пĕр кун канмалла тесе вĕрентет вăл. Тренер пулăшса пынипе кăтартусем те лайăхланнине палăртмалла, нумай пулмасть Йĕпреçре иртнĕ ăмăртăва хутшăнтăм…» – пĕлтерчĕ çамрăк.
Ăмăртура палăрчĕç
Шкул ачисен хушшинче 1500 метрлă дистанцие парăнтарас енĕпе тупăшу уйрăмах хĕрÿ иртрĕ. Тулли мар вăтам шкулта ăс пухакан хĕрачасенчен Мария Васильева (Тăрăн), Елена Белова (Янăш), Полина Семенова (Карачура), арçын ачасенчен Алексей Петров, Сергей Афанасьев (иккĕшĕ те Янăш шкулĕнчен), Дмитрий Мадиков (Салапайкасси) пĕр-пĕрин хушшинче малти вырăнсене пайларĕç. Вăтам шкул вĕренекенĕсенчен – арçын ачасенчен – Никита Удалов (Кÿкеçри 1-мĕш шкул), Роман Соловьев (Атайкасси), Евгений Николаев (Кÿкеç лицейĕ), хĕрачасенчен – Татьяна Борисова (Тренккасси), Анастасия Серапионова (Çатра-Хочехмат), Ирина Иванова (Ишек) палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
ВЕРА ШУМИЛОВА