«Пирĕннисем илчĕç!»

Иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Енĕн тĕп хули Европăн спорт центрне çаврăнчĕ

Шупашкар хули ушкăнпа ăмăртакан çăмăл атлетсен 6-мĕш Европа чемпионатне хутшăнакансене йышăнчĕ. «Спорт патшин» çак тĕсĕсем «çамрăк» çулĕсене пăхмасăрах палăрма, хăйсене кăмăллакансене тупма тытăнни тĕлĕнтерет те савăнтарать. Спортсменсем икĕ кун Шупашкарти «Олимпийский» стадионра тупăшрĕç. Вĕсене 7 пин ытла куракан хавхалантарса тăчĕ.

Пресс-конференцире

Шупашкара спортсменсем икĕ-виçĕ кун, эрне маларахах çитме пуçларĕç. Вĕсен пĕр йышĕпе журналистсем Правительство çуртĕнче иртнĕ пресс-конференцире тĕл пулчĕç. Кунта вĕсен Раççей спортсменĕсенчен кăна мар, ют çĕршыв командисен представителĕсенчен те ăмăрту умĕнхи кăмăл-туйăмĕ, мĕне шанни пирки ыйтса пĕлме май килчĕ. Европăн ушкăнпа ăмăртакансен чемпионатĕнче чăрмавсене парăнтарса чупассине 2013, 2014 çулсенче çĕнтернĕ Сергей Шубенков акă тăван çĕршыв стенисен хушшинче хăйсемшĕн «чирлекенсен» пулăшăвне уйрăмах туйнине пĕлтерчĕ. «Трибунăсем шанни тÿрех сисĕнет», – пĕлтерчĕ Раççей командин членĕ. Йĕтре тĕкессипе икĕ хут чемпион, Польша командин представителĕ Томас Маевски вара, хăй каланă тăрăх, çак тăрăха питĕ лайăх пĕлет. Вăл Раççей командине хирĕç вăйлă тăракан йыш пек йышăнать.

Хисеплĕ картлашка çинче

Ку вăхăтри пысăк шайри спорт ăмăртăвĕ – республикăшăн хăех пысăк уяв. Ăна уçнă чухнехи пуян программăллă, тĕплĕ хатĕрленнĕ, тем тĕрлĕ тĕслĕ-çутăллă ятарлă эффектлă шоу вара унăн шайне çĕклерĕ кăна. Иртнĕ эрнекунхи каç Хĕрлĕ лапамри мероприти çавăнпа та хула çыннисемшĕн те, унăн хăнисемшĕн те уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Чемпионат пурин кăмăлне те тивĕçтересси ăна уçнă чухнехи самантранах сисĕнчĕ. Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн салам сăмахĕ хыççăн итальянсен эстрада юрăçи Ингрид куракан кăмăлне тупма тытăнчĕ.

Пуçланчĕ!

Республикăмăрăн тĕп хулине çăмăл атлетсем 12 çĕршывран çитрĕç. Пĕтĕмпе вĕсем 40 дисциплинăпа вăй виçрĕç. Старта пĕрремĕш хĕр-спринтерсем тухрĕç. 100 метрлă дистанцире чылайăшĕ лайăх вăхăт кăтартаймарĕ темелле. Çакна вăйлă çилпе çыхăнтарчĕç. Пирĕн çĕршыв командине пĕрремĕш çĕнтерĕве Екатерина Конева кÿчĕ. Çакăн хыççăн команда тÿрех виççĕмĕш вырăна хăпарса тăчĕ. Виççĕлле сикессипе ăна çитекен пулмарĕ: хăйĕн унчченхи кăтартăвне çĕнетсе вăл 14 метр та 98 см тăршшĕ сикме пултарчĕ. Хĕрарăмсем шачăпа сикнине вара куракансем сывлăш çавăрма хăймасăр сăнарĕç. Ку дисциплинăра пирĕн çĕршыв чысне республикăри спорт шкулĕн вĕренекенĕ Анжелика Сидорова тивĕçлĕ хÿтĕлерĕ. 4 метр та 70 см çÿллĕшне парăнтарасси уншăн йывăрах пулмарĕ. Татах та çÿллĕрех илейĕччĕ-и тен, анчах та, хăй каланă тăрăх, вăйлă çил чăрмантарчĕ. Раççей командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский ку кăтарту Анжеликăшăн чикĕ мар тесе шухăшлать. «4 та 80 та тусен леш енче мар», – терĕ вăл çамрăк спортсмена хавхалантарса.

«Пирĕннисем илчĕç!» – тесе кăшкăрни стадион çийĕн Раççей командин черчен йышĕ тăршшĕне (Дарья Клишина), çÿллĕшне (Мария Кучина) сикессипе, 400 метр дистанцие тăватшарăн парăнтарас эстафетăра умлă-хыçлă çĕнтерме пуçласан уйрăмах хĕрÿ янăраса тăчĕ.

Кĕскен, ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех пирĕн команда малта пулчĕ. 40 дисциплинăран 10-шĕнче çĕнтерчĕ. Снарядсене тĕртессипе тата перессипе кăна Германие выляса ячĕç. Пурĕ Раççей ушкăнĕ 368, 5 балл пухса Европа чемпионĕ пулса тăчĕ. 2-мĕш вырăнта –346,5 баллă Германи. Пăхăр медале 319,5 балл пухнă Франци илчĕ. Халиччен ирттернĕ 6 чемпионатран 4-шĕнче Раççей çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, иккĕшĕнче – Германи.

Япăх кăтартусем тунă ушкăнсем суперлигăран тухса ÿкеççĕ. Хальхинче Швеци, Норвеги тата Финлянди ушкăнĕсене тĕплĕ хатĕрленме сирсе хăварчĕç – Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн йĕрки çапларах.

Чемпионат валли республикăра Амăшĕн монументне сăнлакан медальсем хатĕрленĕ. 150 çын вырнаçмалăх ятарлă пысăк пьедестал та вырнаçтарнă стадионра. Унăн хисеплĕ картлашки çине шăпах çакăн пек йышпа Раççей команди хăпарчĕ. Ăмăрту ялавĕ хальлĕхе Шупашкартах юлчĕ. Çитес çул Олимп вăййисем иртеççĕ. Çавăнпа та Европăн командăпа ăмăртакан çăмăл атлетсен чемпионачĕ 2016 çулта планра çук. Вăл черетлĕ хут спорт-
сменсене ăçта йышăнасси хальлĕхе паллă мар-ха. Унччен вара пирĕн командăн çĕршыв чысне Пекинри тĕнче чемпионатĕнче хÿтĕлеме тивет.

Олим командине хатĕрлекен центр – Чăваш Енре

Раççей спорт министрĕ командăпа ăмăртакансен Европа чемпионатне шăп хĕрÿ ăмăртусен вăхăтĕнче иккĕмĕш кунхине çитрĕ. Вăл Йăлăмри «Росинка» физкультурăпа кану центрĕнче пулма та май тупрĕ. Кунта Раççей чемпионачĕ хыççăн вунă кунлăха вăй пухма килнĕ спортсменсемпе, тренерсемпе тĕл пулчĕ. Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе олимп командине хатĕрлекен федераци центрне министр çакăнта туса хурас шухăш пурри пирки пĕлтерчĕ.

Регионри олимп вăййисене хатĕрленмелли маунтинбайк-велоспорт центрне, нумай пулмасть уçăлнă «Шупашкар Арена» Пăр керменне çитсе курнă хыççăн федераци министрĕ чемпионата васкарĕ. «Олимпийский» стадионра ăмăртусем пуçланнă çеçчĕ-ха. Тÿресен хушшинче вăл Ольга Богословская Раççей чемпионĕпе пĕрле 4 сехете тăсăлнă тупăшусем пирки комментарисем парса тăчĕ.

Ăмăрту вĕçленсен çĕршыв командине пысăк çĕнтерÿпе саламланă май Виталий Мутко спортсменсене, йĕркелÿçĕсене пурне те тав сăмахĕ каларĕ. «Чăваш Республикинче спорт аталанăвне пысăк вырăна хураççĕ. Раççей спорт картти çинче чи пысăк шайри ăмăртусене ирттерме пултаракан Шупашкар хули пур», – терĕ вăл. Мероприятие çÿллĕ шайра ирттернине Юрий Борзаковский те палăртрĕ. «Спортсменсене хатĕрленме те чи лайăх майсене пăхса хунă. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа регионри спорт министерствине çакăншăн тав тăватăп», – терĕ Раççей командин тĕп тренерĕ. Михаил Васильевич çĕршыв командишĕн чунтан «чирленине», ăмăртура çĕршыв спортсменĕсем республика çыннисемпе унăн хăнисене пысăк хавхалану кÿнине палăртрĕ. «Эпир спорт объекчĕсене пурте сывă тата çирĕп, вăй-халлă пулччăр тесе тунă тата тăватпăр. Тренировкăсем валли условисем хатĕрлессишĕн малашне те тăрăшăпăр», – шантарчĕ вăл.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости