Çак кунсенче редакцие Чăрăшкасси ял тăрăхĕнчи Хăймалакасси ялĕнчен шăнкăравларĕç. Телефон трубкинчен кинемей сасси илтĕнчĕ. «Ăçта кăна шăнкăравламарăм, ниçтан та пулăшу кĕтсе илеймерĕм. Сирĕн çине кăна шанăç», – хумханса калаçрĕ 78 çулти Манефа Семеновна Сазонова.
Манефа Семеновна килне телефон кĕртнĕ пулнă иккен, анчах тĕрĕс-тĕкел ĕçленĕскере тем пулнă, лешĕ иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ пĕр сас та памасть. Укçине те кая юлмасăр тÿлет, «калаçакан» аппарат пур пĕрех ĕçлемест. Кинемей ăçта кăна систермен – ял тăрăх администрацине кăна шăнкăравлама тавçăрайман. «Тăван Ен» хаçат журналисчĕсем Чăрăшкасси ял тăрăхне шăнкăравласа Манефа Семеновнăна пулăшу кÿме ыйтсан Виталий Павлов çав кунах вырăнти связистпа çыхăннă. Лешĕ, отпускра пулнине пăхмасăрах, самантрах çитменлĕхе пĕтернĕ.
«Манефа Семеновнăн телефон ĕçлеменнине пĕлнĕ пулсан кая юлмасăр пулăшу кÿрĕттĕмĕр. Вăл пирĕн хисепре», – пĕлтерчĕ Виталий Яковлевич.
Район хаçачĕ çынсене ыйтусем çине хурав тупма, пулăшу кÿме яланах хатĕр. Çынсен шанăçĕ пирĕншĕн чăннипе те хаклă.