М7 трассăран Сарапакасси ял тăрăхне каякан çула юсĕç-ши? Ялтан хулана ĕçе çÿресе çăмăл машинăна ĕçлĕхрен кăлартăм…
А. ИВАНОВ, Мокшин
Александр ФАДЕЕВ, райадминистрацин хула тăвас тата архитектура пайĕн тĕп специалисчĕ:
– Асăннă çул – хытă сийлĕ çул. Унта çулсерен тенĕ пекех шăтăк-путăксене хуплаççĕ. Кăçал та çул çинчи шăтăк-путăксене хупласа юсама палăртнă. Кĕçех дорожниксем унта ĕçсем пуçлĕç.