Ĕç вырăнĕ: сыхăлăх чи малта

Ытларикун ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Галина Германова ертсе пынипе Кÿкеçри тĕп культура çуртĕнче иртнĕ ЧР Ведомствăсен хушшинчи ĕç сыхлавĕн ларăвĕ предприяти-организаци ертÿçисемшĕн, çакăншăн яваплă специалистсемшĕн чăннипех те усăллă иртрĕ темелле. Кун йĕркинче – кадрсене инкекрен, професси чир-чĕрĕнчен сыхлас енĕпе йĕркелемелли мероприятисем тата çакна валли куллен уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ.

Мероприятие хутшăнакансене ĕç сыхлавĕн нормисене пăхăнассипе çыхăннă лару-тăрупа патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Раиса Павлова паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ведомство пуçарнă 42 тĕрĕслев ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕнче йĕркене пăснă 409 тĕслĕхе тупса палăртма май панă. Вĕсен тăрăх должноçри 36 тата 26 юридици сăпачĕ тĕлĕшĕпе пĕтĕмпе 1,7 млн ытла тенкĕлĕх штрафлама йышăну кăларнă. «Çитменлĕхсем ĕçе илнĕ чухнехи самантсенченех пуçланаççĕ», – терĕ Раиса Николаевна документсенчи тĕп йăнăшсене палăртса: килĕшĕве йĕркепе килĕшÿллĕн çырса хатĕрлеменни, унта уйрăм самантсене кĕртменни т. ыт. те. Çавăн пекех ĕçе сыхлас тĕлĕшĕпе укçа-тенкĕ уйăрманшăн та яваплăх пур. Енчен те предприятире инкек сиксе тухсан вара вăл темиçе хут та ÿсет. Кун пек чухне организацие тĕплĕ – специалистсен ĕç вырăнĕнчен пуçласа инкеке сирме май панă самантсем таранах – тĕпчеççĕ. Çавăнпа та министр çумĕ ертÿçĕсемпе ĕç сыхлавĕн инженерĕсене сыхă тата пур мероприятие те яваплăха çирĕп туйса пурнăçлама чĕнсе каларĕ. «Ĕç вырăнĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелес, професси чир-чĕрĕпе производство травматизмĕн профилактика ыйтăвĕсем Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевшăн тĕп вырăнта, вĕсене асăрхасах тăрать», – терĕ Галина Михайловна.

Чăн та, производствăра сусăрланассипе çыхăннă кăтарту федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри: ку енĕпе пирĕн регион куллен чи малти виçĕ вырăна йышăнать. Ĕç сыхлавĕшĕн яваплă ведомствăсен пĕрлехи тăрăшулăхĕ юлашки пилĕк çулта ĕç вăхăтĕнче шар курассине 1,4 хут чакарма май панă, пурнăçран уйрăлакансен йышне – 17,3%.

Кăçалхи çур çулта Шупашкар районĕнче производствăра инкек тÿсессин кăтарăвĕ иртнĕ çулхи çак тапхăрти шайрах сыхланса юлнă. Çак сăлтавпа е професси чир-чĕрне пула пуçласа инвалид пулса тăнисем çук.

ТАИСИЯ КРОТОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости