Августăн 2-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Шарпаш ялĕнчи клуб умĕнчи хĕвеллĕ лапамра ял уявĕ иртрĕ. Ял çыннисем ачасен ÿкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ. Хуран çакса пулă шÿрпи пĕçерекенсем – Юрий Агандеевпа унăн мăшăрĕ Галина. Людмила Матвеева сăра вĕретсе хатĕрленĕ. Малти тенкелсем çине ялти ватă, сумлă çынсем вырнаçрĕç. Уява Татьяна Языкова йĕркелесе ертсе пычĕ.
Уяв пурте пĕрле «Асран кайми аки-сухи» юрăран пуçланчĕ. Ял çыннисене уяв ячĕпе Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Александр Кудряшов, вырăнти депутатсем, ял старости саламларĕç. Ертÿçĕ кăçалхи Акатуй уявне хастар хутшăннисене кашнинех палăртса тав турĕ. Тав хучĕсене Юлия Евсеева, Герман Матвеевпа унăн мăшăрĕ Людмила, Алевтина Ефимова тивĕçрĕç. Тĕрлĕрен спорт вăййисем ирттерчĕç. Даниил Шихин алă çинче ăста çаврăнчĕ. Светлана Гайкова обруч çавăрса та, скакалкăпа сиксе те, канат урлă каçас енĕпе те мала тухрĕ. Татьяна Аландерова та обруча сатур çавăрттарчĕ. Канат айĕн тухассипе вара Владик Бронюшкина çитекенни пулмарĕ. Унтан çăмăл атлетсем старта тăчĕç. Ачасем чăрмавсăр чупса тухрĕç, йывăр атлетсем – аслисем – вара ура хушшине пĕрене хĕстерсе ăмăртрĕç. Чупса 1-мĕш Юрий Моисеев тухрĕ. Канат туртнă çĕрте ачасемпе хĕрарăмсем çĕнтерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене пылак кучченеçсем лекрĕç. 4-мĕш класа каякан Дина Тихоновăпа Артем Толстов (сăн ÿкерчĕкре) тĕлĕнмелле илемлĕ ташă кĕввипе çаврăнса пурин кăмăлне те çавăрчĕç. Ял ачисем, тăван яла асра тытса, юратнине палăртса чăвашла сăвăсем янраттарчĕç. Малти Ункăпуçĕнчи Константин Ярдухин Сывлăш Çар Десанчĕсен кунне халалласа ывăлне Радомира алă çинче йăтса «Синева» юрра шăрантарчĕ. Ачасем «Йăва» юмах лартса пачĕç. Юрă-кĕвĕпе вара Шарпашри Герман Матвеев купăсçă ертсе пыракан «Мерчен» тата Малти Ункăпуçĕнчи Зинаида Мадикова ертсе пыракан «Ункăпуç» пултарулăх ушкăнĕсем савăнтарчĕç. Нарспи пек илемлĕ тумланнă Дианăпа Екатерина Савиновăсем «Пукане» юрра питĕ ăста юрларĕç. Юрă хыççăн юрă юхса унăн сасси çывăхри йăмраллă икĕ пĕве урлах саланчĕ. Авалхи йăлапа хăнасене клубра, ял çыннисене урамри уяв сĕтелĕсем хушшинче сăйларĕç.
Андрей Васильев, Хорнсор