Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакан ачасем валли çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлес ыр кăмăллăх акцине республика çыннисем хастар хутшăнаççĕ.
Аса илтерни вырăнлă: иртнĕ уйăх вĕçĕнче çакна палăртса ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ячĕпе РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависемпе уполномоченнăйран Павел Астаховран тав çырăвĕ те килнĕччĕ. Акци вăхăтĕнче пуçтарăннă тиев (250 т ытла) 2015 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче Раççей МЧС 34-мĕш гуманитари колоннипе Донецка тата Луганска çитнĕ, халĕ вара волонтерсем гуманитари пулăшăвĕн автомашинисен тепĕр колоннине çула хатĕрлеççĕ.
Акцие йĕркелекенĕ – Республикăри ачасен прависемпе уполномоченнăйĕн аппарачĕ. Пулăшу сĕнмелли майсем икĕ тĕрлĕ. Ăна тавар пек те (канцеляри хатĕрĕсем, портфельсем, ранецсем, ача-пăча литератури, аталанма пулăшакан сĕтел çи вăййисем, спорт форми т. ыт. те), укçан та кÿме май пур. Ыр кăмăллăх мероприятийĕ Украинăри хирĕç-тăрусене пула шар курнă çемьесенчи, ача çурчĕсенчи 23 пин ачана çĕнĕ вĕренÿ çулне тивĕçлĕн кĕтсе илме май парĕ.
Çыхăнмалли телефонпа адрес, электрон адрес: (8352) 62-41-05, Шупашкар хули, «Президентский» бульвар, 10-мĕш çурт, ombudsman@cap.ru.