Пĕрремĕш класа каякан ачана шкула хатĕрлеме патшалăх укçа уйăрни тĕрĕсех-и? 10-14 пин тенкĕ тенине илтнĕччĕ. Нумай ачаллă çемьесен мĕне шанма май пур?
Надежда ПРОКОПЬЕВА, Çĕнĕ Тутаркасси
Лариса СТЕПАНОВА, ЧР Сывлăх сыхлав министерствин Шупашкар районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан уйрăмĕн пуçлăхĕ:
– Пĕр хут тÿлекен укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе тивĕçтерме хушакан нимĕнле документ та паянхи куна çук. Пĕрремĕш класа каякан ачана шкула хатĕрлесси ашшĕ-амăшĕн тÿрĕ тивĕçĕ. Нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекенсемшĕн вара закон тăвакан органсем тĕрлĕ виçеллĕ пулăшăва пăхса хунă. Республикăра 2013 çул хыççăн çуралнисемшĕн ача виçĕ çула çитиччен уйăхра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ укçа-тенкĕ тÿлеççĕ, амăшĕн капиталĕн сертификатне, тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ параççĕ.