Авалхи йĕркепе, кĕрхи ĕçсене вĕçлесен кĕр сăри уявне паллă тунă. Ăна хатĕрленессипе çыхăннă пуху иртнĕ эрнекун Вăрман-Çĕктер ял тăрăх администраци çуртĕнче иртрĕ.
Пухăва ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев ертсе пычĕ. Пухăва пирĕн ентеш-таврапĕлÿçĕ Виталий Станъял, Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин, ЧНК пайташĕн ертÿçи Эдуард Бахмисов, ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе культура ĕçченĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Чи малтанах Виталий Станъял кĕр сăрин историйĕпе паллаштарчĕ, уява ирттерме тĕрлĕ сĕнÿ пачĕ: «Станъялсене, тĕслĕхрен, хăнана ытти районти Сĕнтĕрсене чĕнтерес килет. Çумăр çăвасран тент карма тивĕ ахăр. Акатуйри пекех, кашни 16 ял хăйĕн тĕрлĕрен апат-çимĕçĕпе, чăваш сăрипе, юрри-кĕввипе тухтăр», – терĕ вăл.
Сергей Сорокин культура ĕçченĕсене уяв валли сценари хатĕрлеме чĕнсе каларĕ. Унтан Эдуард Бахмисов сăмах илчĕ: «Çуртсене кĕрхи чечексемпе илемлетмелле. Кашни ял кăсăклă сценари хатĕрлетĕр, тĕслĕхрен, чăваш туйне кăтартнине. Крепоç йĕри-тавра, хĕвеле май, 2 м сарлакăш çĕр сухаласа тухмалла. Уяв пуçланас умĕн кашни ял çурчĕ çумне ял çыннисем хурăн хунавĕсене лартса хăварса парк уçĕç. Станъял – Хурăнлăх çулĕпе çыхăннă ял».
Уява ветерансемпе учительсене тата шкул ачисене явăçтарнин пĕлтерĕшĕ пысăк пуласси пирки те сăмах пычĕ. Ăна хатĕрленсе ирттерессишĕн яваплă çынсене кашни ялтанах суйларĕç. Кĕр сăри уявне октябрь уйăхĕнче паллă тума калаçса татăлчĕç. Вăл кăçал район Акатуйĕ иртнĕ этнопаркра халăха пухĕ.
НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ