Иртнĕ вырсарникун пĕтĕм Раççейре, çав шутра Чăваш Енре, те сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем «Наци кросĕ – 2015» чупăва тухрĕç. ЧР Спорт министерствин информацийĕ тăрăх, çак кун регионта мероприятие 60 пине яхăн çын хутшăннă. Ку вăл, кросс 12 çул иртнине шута илсен, чи пысăк рекордлă кăтарту. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнче влаç органĕсемпе ирттернĕ планеркăра ăна çĕнетсех тăмалли пирки каланă. Халăх суйланă çынсен вара ку енĕпе тĕслĕх пулмалла. Вăл çавăн пекех «Чăваш Ен – спорт çĕршывĕ» пулнă май çак хисеплĕ ята тÿрре кăларассишĕн республикăн малалла та çине тăмаллине палăртнă.
Уявпа тан
Шупашкар районĕнче те çак ырă йăла çулран çул вăй илсе пычĕ. Сывă пурнăç йĕркине суйлакансем йышланчĕç. Наци кросне хутшăнас кăмăллисем спортпа сывлăх центрĕ енне палăртнă вăхăтчен чылай маларахах утма тытăнчĕç, пĕрин хыççăн тепри шкул автобусĕсем килсе чарăнчĕç. Ăмăрту кунĕ спортпа туслисемшĕн чăн-чăн уявпа тан – савăнмалли сăлтав. Çавăнпах пулĕ хăшĕ-пĕри пĕр-пĕрне сывлăх суннă май уяв ячĕпе те саламларĕ. Пухăннисене çанталăк та хĕвел ăшшипе савăнтарчĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансене ЧР конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, ачасен прависемпе ЧР уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Зоя Маслова ăнăçлă стартпа финиш сунчĕç. «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн – А.Г. Николаев ячĕпе иртнĕ 77-мĕш эстафета çĕнтерÿçисене кубокпа тата дипломпа чысларĕç. Пухăннисем «Настроение» ташă студийĕн пултаруллă хĕрачисемпе пĕрле хаваслă юрă-кĕвĕпе зарядкăна тăчĕç.
Маттуррисем – чи малта
Акă тинех кĕтнĕ самант пуçланчĕ. Чи малтанах вăтам шкулсенче ăс пухакан арçын ачасем старта тухрĕç. Вăтам шкулсен йышĕнче Тренккасси шкулĕн команди 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Чăрăшкасси тата Атайкасси шкулĕн командисем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. 1,5 км-лă дистанцире хĕрачасенчен чи пĕрремĕш чупса тухнă Чăрăшкасси шкулĕн 11-мĕш класĕнче ăс пухакан Ксения Родионовăшăн вара ку çĕнтерÿ кĕтменлĕх пулмарĕ. Пике ăмăртусене хутшăнса пĕрре кăна мар мала тухнă. Мĕн пулăшрĕ-ха ăна пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма? Çакăн пирки маттур хĕрачаран хăйĕнчен ыйтса пĕлес терĕмĕр. «Ăмăртусене эпĕ 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех хутшăнма пуçланă. Пирĕн шкулти ачасем спортпа туслă, учительсем те вĕрентекенсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтараççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма юрататăп. Çăмăл атлетикăпа туслă, уроксем хыççăн, каç еннелле ятарласа чупма тухатăп», – каласа пачĕ Ксения.
VIP-чупу та хĕрÿ
Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Андрей Михайлов ыттисене старт илсенех кая хăварчĕ. Хăйне хăваласа çитме шанăç памасăр вăл финиша чи малтан çитрĕ. Райадминистраци специалисчĕ Алексей Михайлов 2-мĕш пулчĕ, Янăш шкул директорĕ Вячеслав Димитриев 3-мĕш çитрĕ. Хĕрсенчен пьедестал çине Татьяна Николаева, Мария Ефимова тата Ирина Золова хăпарма тивĕçрĕç.
«Тепĕр ăмăртура пĕрремĕш пулатăпах»
Чи пĕчĕккисен те старта тăма черет çитрĕ. Çăмăл атлетикăн сезонри юлашки ăмăртăвне шкул çулне çитменнисем кăçал уйрăмах йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ хавхалантарсах тăчĕ. Арçын ачасенчен çĕнтерÿçĕ ятне Максим Илюхин, Павел Кошкин, Иван Георгиев тивĕçрĕç. Хĕрачасенчен Карина Порфирьева, Мария Виноградова, Анна Васильева чи маттуррисем пулчĕç. «Дружба» ача садне çÿрекенсем ăмăртăва тăваттăн хутшăнчĕç. «Тепĕр ăмăртура пĕрремĕш пулатăпах», – терĕ 200 метра хĕрачасенчен 4-мĕш чупса çитнĕ 6 çулти Надя Мельдинева.
5 çулти Коля Семенов та хастар тантăшĕсенчен юлман. «Чупса тухма йывăр пулмарĕ, хăвăртлăха пысăклатма ĕлкĕреймерĕм», – терĕ арçын ача пăшăрханса. Юлташĕпе футболла выляма кăмăллани çинчен те каласа пачĕ вăл. «Ÿссен эпĕ спортсмен пулатăп», – терĕ вăл малашнехи ĕмĕтсене çирĕппĕн палăртса. Çитес ăмăртура çĕнтерÿçĕсен ретне лекме тĕллев лартрĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисен хушшинче Карачура, Тăрăн тата Çатра-Лапсар шкулĕсен командисем çĕнтерчĕç. Арçын-ветерансенчен Борис Иванов, Альберт Герасимов, Алексей Самаркин палăрчĕç. Хĕрарăмсенчен – Роза Алексеевăпа Александра Кирьянова. 1997 çулта тата каярах çуралнă арçынсенчен финиша чи малтан Данил Сидоров çитрĕ. Ун хыççăн – Александр Васильевпа Никита Удалов. Çак çулсенчи хĕрарăмсенчен пьедестал çине Екатерина Попова, Надежда Данилова, Ирина Соловьева хăпарма тивĕçрĕç. Вĕсене пурне те медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
ЦИФРĂСЕН ЧĔЛХИПЕ
1950 çын Шупашкар районĕнче кăçалхи Наци кросне хутшăннă.
ВЕРА ШУМИЛОВА