Пăрттас кнеç – халĕ те асра

Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкаркасси ялĕнче Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн тата Килĕшÿпе çураçулăх кунĕсене асăнса «Истори легендисене тавăратпăр. Пăрттас кнеç» ятпа уяв иртрĕ. Уява чăвашсен авалхи паттăрне, аслă та чаплă Раççей çĕрĕн чăн-чăн патриотне Пăрттас кнеçе халалларĕç. Халĕ Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял тăрăхне кĕрекен Шупашкаркасси ялĕ таврашĕнче пурăннă пирĕн тăрăхри паттăр.

Паянхи кун та Пăрттаса астăвакан ватă юманран инçех те мар иртрĕ çак мероприяти. Çак юман айĕнчех 1616 çулта Куçма Минин вилнĕ. Вăл хăйĕн юлташĕпе, Пăрттас кнеçпе, пĕрле Ункă шывĕ урлă каçнă чухне шăнма тытăннă пăр айне анса кайнă, чирлесе ÿкнĕ. Кайран ăна çакăнтан илсе кайса Чулхулара пытарнă. Халĕ юман çумĕнче çамрăк хунав çитĕнет.

Шупашкаркассисем 2 хуран çакса, чей вĕретсе (Светлана Григорьевскаяпа Юлия Иванова т.ыт.) хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Чи малтанах уява пухăннисене Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов саламларĕ. «Пирĕн тавралăх историри паллă çынсемпе пуян. Çавсенчен пĕри – Пăрттас кнеç. Турă амăшĕн турăшĕпе пĕрле ополчени Мускава поляксенчен хăтарнă», – терĕ вăл. Унтан вырăнти депутатсем сăмах илчĕç. Вячеслав Спиридонов ноябрĕн 4-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче «Шурăмпуç» ушкăн, Чăваш Енрен кайнă ытти делегат историе тивĕçлĕн кĕрсе юлмалла хастар хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Мускавра унпа пĕрле пулнă çак йĕркесен авторĕ Дмитрий Пожарскипе Кузьма Мининăн палăкĕ умĕнче ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕке ял клубĕ валли парнелерĕ. Малашне кунта тăрăшсах палăк лартма сĕнчĕ вăл. Арçынсем Пăрттас кнеçе асăнса чăваш юпи лартса хăварчĕç. Шупашкаркассинчи «Шурăмпуç», Çÿлтикассинчи «Палан» тата Малти Ункăпуçĕнчи коллективсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç

Пĕлетĕр-и эсир?

Чăвашсем Пăрттас кнеç ертсе пынипе 1612 çулта Чулхула ополченине хутшăннă. 1612 çулхи ноябрь пуçламăшĕнче вара вырăс халăхĕпе, вĕсен паттăр ертÿçисемпе – Куçма Мининпа, Дмитрий Пожарский воеводăпа – тата ыттисемпе пĕрле Мускав хулине поляксенчен ирĕке кăларма çапăçăва кĕнĕ. Раççей Патшалăхне сыхласа хăварса 16 çулхи Михаил Романова патшана лартма пулăшнă.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости