«Ишекри ача çуртĕнче чухнех кивĕ çĕтĕксенчен, простыньсенчен пуканесем çĕлеттĕмччĕ эпĕ, çапла ал ĕçне юратса пăрахрăм. Унпа вара пурнăç тăршшĕпех аппалантăм, бисерпа тĕрлерĕм, сувенирсем тăваттăм, лайăх çĕлеме, çыхма вĕренсе çитрĕм.
Аттене эпĕ пĕлместĕп. Ленинградра блокада чухне пуçа, тăнлава, снаряд ванчăкĕ лекнĕччĕ. Çавăнпа та ĕмĕрĕпех пуç ыратнипе аптăратăп. Тăвансенчен манăн анне тата аппа пурччĕ, анчах та блокада вăхăтĕнче вĕсем ĕçлетчĕç, çавăнпа та мана ача çуртне вырнаçтарчĕç. 1945 çулхи декабрь уйăхĕнче мана вĕсем ача çуртĕнчен Ленинграда илсе кайрĕç. 6 класс таран кăна вĕреннĕ эпĕ, Арвид та çавăн чухлех. Пирĕн ир çитĕнме тиврĕ. 1946 çултах ĕçе вырнаçрăмăр. «За доблестный труд» медаль пур манăн.
Ача çуртĕнче пурăннине час-часах аса илетĕп, Софья Ильинична Мясникова, Елизавета Ивановна Шухгардт воспитательсене лайăх ас тăватăп, вĕсене тав тăватăп. Гельмут тата Арнольд Шухгардтсемпе çыхăну тытатăп. 1985 çулта Тамара Грамзапа эпир Елизавета Ивановна Шухгардта Мускав çумĕнчи Лыткарино хулине кайса куртăмăр. Тамарăпа эпир 30 çул ытла туслă çÿретпĕр, вăл хĕрĕпе кашни вырсарникунах пирĕн пата килет, уявсене те пĕрле ирттеретпĕр эпир.
1954 çулта Арвида качча тухрăм, 1955 çулта вара хĕр çуратрăм, лайăх пурăнатпăр. Арвид ĕçлет, анчах та унăн сывлăхĕ хавшак, манăнне те ăмсанмалли çук, анчах пур пĕрех çирĕп кăмăлпа пурăнатăп. Мăнуксене воспитани паратăп, манăн вĕсем иккĕн, пĕри 3-мĕш, тепри 2-мĕш класа çÿрет. Пирĕн виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер, 8-ăн пурăнатпăр унта. Çĕнĕ хваттер илме черете тăтăмăр, анчах пĕлместĕп, ăна кĕтсе илейĕп-ши?
1986 çулхи август уйăхĕнче Арвидăн аппăшне пытартăмăр, эпир унпа 24 çул пурăнтăмăр, нихăçан та вăрçман, халиччен те манаймастăп ăна. «Вечерний Ленинград» хаçатран касса илнине ярса паратăп, унта – пирĕн тĕл пулу, эпĕ мăнуксемпе. Ача çуртĕнче пулнисенчен пуринчен те салам», – çырнă çырура Шура Савелова (Шмидт).
Алă ĕç тума юратнă
1930 çулта кун çути курнă Шура (ытларах ăна çапла чĕннĕ) та, вун-вун Ленинград ачипе пĕрле, вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Ене çăлăнăç шыраса килнисен йышĕнче пулнă. Ишекри ача çуртĕнче хĕрачан пурнăçĕ ыттисенни евĕрлех иртнĕ ĕнтĕ: пĕлÿ илнĕ, аслисене пулăшнă, вылянă… Çакăнтах Шура алă ĕç тума вĕреннĕ. Мĕнле-мĕнле япала кăна шухăшласа кăларман-ши? Шутласа пĕтереес те çук. Акă мĕн каласа парать ун пирки Ишекри ача çуртĕнче пĕрле ÿснĕ юлташĕ Людмила Дороненко: «Кивĕ матрассене, минтерсене кастелянша Шурăна паратчĕ, вăл мамăкне кăларса илсе пуканесем ăсталатчĕ, кайран вара вĕсем валли тумсем çĕлетчĕ». Алă ĕç тăвасси чăн-чăн чун киленĕçĕ пулса тăнă хĕрачашăн. Ĕмĕр тăршшĕпех унăн алли ĕçсĕр ларман: çĕленĕ, тĕрленĕ, çыхнă… Ленинградра пĕчĕк шăрçапа тĕрлессипе интересленсе кайнине пĕлтернĕ вăл юлташне каярах. «Хулари пĕтĕм бисера хам туянса пĕтертĕм пулĕ», – тенĕ вăл пĕррехинче ăна. Ăстаçă Людмила Ивановнăна та парнесĕр хăварман, темиçе çул каялла çипрен çыхнă кăмпа тата атăллă кушак парнеленĕ. «Акă вăл, кушакĕ те питĕ хитреччĕ, мăнуксем выляса хунă-ши, таçта ал айне лекмерĕ-ха», – «ÿсен-тăрана» çавăркаласа кăтартрĕ Людмила Дороненко.
Аллине лекнĕ пусмаран та, çипрен те, шăрçаран та темĕнле тĕлĕнтермĕш тума пултарнă Шура Савелова ăсталăха пĕтĕмпех хăй тĕллĕн – кĕнекесенчен, журналсенчен пăхса – ăша хывнă. 1945 çулта ача çуртĕнчен тăван хулана каялла таврăнсан та чунĕнчи вăрттăн шухăшне – ятарлă пĕлÿ илессине – пурнăçлама май килмен хĕрĕн. Сăлтавĕ, паллă ĕнтĕ, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем. Тÿрех тенĕ пекех ĕçе пикеннĕ, малтанах çĕвĕ фабрикинче вăй хунă, унтан – заводра. 1948 çулчченех йывăр пулнине аса илет вăл. Нимĕнле кăткăслăха пăхмасăр юратнă киленĕçне нихăçан та пăрахман Александра Анатольевна. Пушă вăхăт тупăнсанах алă ĕç тума ларнă. Анчах ăстаçă пулсан та çак енĕпе çăкăрлăх ĕçлесе илес тĕллев лартман вăл хăйĕн умне, чунне парса тунă япаласене пурне те пĕлĕшĕсене, тус-юлташĕсене, тăван-тăхăмĕсене парнелесе пĕтернĕ.
Пĕрле пулма пÿрнĕ
Ишекри ача çуртĕнче пĕрле ÿснĕ Арвид Шмидтпа çемье çавăрасса тĕлĕкре те тĕлленмен пулĕ çамрăк чухне Шура. Ленинграда таврăнсан хĕрпе каччă хушшинчи туслăх кунран-кун çирĕпленнĕ. Нумай та вăхăт иртмен – качча салтака кайма ят тухнă. Шăпах хĕсметре чухне туслăх хĕрÿ юратăва куçнă та вĕсен. Пĕрле пулмах пÿрнĕ иккен вырăс хĕрĕпе латыш каччине. Çамрăк çемьере хĕр çуралнă. «Мăшăрăмпа 44 çул пĕрле ирттертĕмĕр. Пурнăçăма унпа çыхăнтарнăшăн нихăçан та ÿпкелешмен эпĕ, лайăх пурăнтăмăр, шел, манран маларах çут тĕнчерен уйрăлчĕ вăл, 1999 çулта ăна юлашки çула ăсатрăмăр», – упăшкине ырă-ырă сăмахсемпе аса илет паян Александра Анатольевна. Арвид машинистра ĕçленĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, пĕр хĕре ура çине тăратнă вĕсем, вăл вара ашшĕ-амăшне икĕ мăнук парнеленĕ. Виçĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнма та шăпа пÿрнĕ ĕмĕрĕнче нумай хура-шурне курнă хĕрарăма! Çакă, чăн та, телей мар-им вара?!
Ас тăватăр пулĕ, статья пуçламăшĕнчи çырура хĕрарăм хваттер пирки асăнать. «Ăна кĕтсе илейĕп-ши?» – пăшăрханнă евĕр çырать вăл унта. Кĕтсе илнĕ иккен! Халĕ унта пĕр мăнукĕн çемйи кун кунлать. Хăй, Шура, Ленинградри «Малая Охта» муниципаллă округра тепĕр мăнукĕн çемйипе пурăнать.
Урăх килеймен
1945 çулта Нева çинчи хулана таврăннă хыççăн Ишекри ача çуртне урăх килсе курайман Шура, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче йĕркеленĕ тĕл пулусене мăшăрĕ кăна çитнĕ. Темиçе çул хÿтлĕх тупнă Ишекри ача çуртĕнче халĕ музей вырнаçнă хыпара та илтмен-мĕн. «Чăнахах-и?» – пĕлтерсен тĕлĕнсех ыйтрĕ вăл. Çав самантрах унăн Шупашкар районне çитсе асăннă вырăнта пулса курас килчĕ, анчах хăй сакăр теçетке урлă каçнине туйса унăн сасси салхуланчĕ. «Çук, пулмасть ĕнтĕ пырса курасси…» – терĕ вăл лăпкăн хăйпе хăй калаçнă евĕр. Эпир музейăн, унăн залĕсенчи сăн ÿкерчĕксене электрон почтăпа ярса пама килĕшсен Александра Анатольевнăна çĕнĕрен вăй кĕчĕ тейĕн, сассине кăшт хăпартрĕ, вĕсене чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерчĕ. Унтан каллех тепĕр пăшăрхану хупăрларĕ ăна. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче турист путевкипе вăл Чĕмпĕрте, Шупашкарта тата çак тăрăхри ытти хулара пулнă. Çавăн чухне мĕнле майпа пулин те Ишеке çитсе курма тăрăшмалла пулнă иккен унăн – халĕ çапла шухăшлать вăл. Кам пĕлет, ун чухне пулса курнă тăк, паян кăмăл-туйăмĕ çавăн пекех пăлханман та пулĕччĕ-и, тен. Ача çурчĕн, хальхи музейăн сăн-сăпатне хут çинче те пулин курсан унăн чунĕ кăшт та лăпланасса шанмалли кăна юлать ĕнтĕ халĕ…
Пуринчен ытла мĕнле самантсемпе асра юлнă-ха ача çурчĕ? Ыйтăва илтсен чи малтанах ача çурчĕн директорĕсем пирки сăмах пуçарчĕ хĕрарăм. Вĕсем çинчен пирĕн хаçатра темиçе хутчен те çырăннă шухăшсем хальхинче те тÿрре тухрĕç темелле. Шура Шмидт та икĕ пуçлăхăн ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмлăхне палăртрĕ. Унтан иртнине куç умне кăларчĕ: пучахсем пуçтарнине, сурăх кĕтĕвне кĕтнине, пахча çимĕç лартнине… «Алена ятлă сысна пуррине питĕ лайăх ас тăватăп», – кăшт кулкаласа калаçрĕ 85-ри ватă. Паллах, пĕрле выляса ÿснĕ юлташĕсене те манмарĕ. Вĕсен йышĕнче Тамара Грамза, Людмила Дороненко, Владимир Феофанов… «Тамарăпа питĕ çывăх пурăнаттăмăр эпир, шел, уйрăлса кайрĕ пиртен, халĕ унăн хĕрĕпе çыхăну тытатпăр», – аса илÿ авăрне тарăнрах та тарăнрах путрĕ вăл. Людмила Ивановна Ленинграда кайса çÿренĕ çулсенче тĕл пулнă-ха вĕсем, пĕрле тунă сăн ÿкерчĕксем халĕ те упранаççĕ. Кĕскен каласан, вĕсен хушшинчи туслăх пĕтмен, нихăш уяв та пĕр пĕрне саламламасăр иртмен темелле. Пĕрле пухăннă самантсенче вара ялан тенĕ пекех пĕр çемьери евĕр пурăннă çулсене аса илнĕ. Акă каллех кăсăклă самант аса килет! Вăйăран вăкăр тухать тенĕ евĕр хĕрачасен те çавăн пекех килсе тухнă. Пĕррехинче Людмилăпа Шура утиялсем шакканă, Шура ĕçне пĕтерсе пÿрт еннелле утнă, Людмила вара витĕнмелли япалана пуçĕнчен çакса ярса малалла пынă. Унччен те пулман, иккĕшĕ пĕр-пĕрин çумне пырса çапăннă та! «Шурăн пуçĕ ыратрĕ пулин те çилленмерĕ мана», – каласа парать Шупашкарта пурăнакан Л.И. Дороненко.
Александра Шмидтăн паянхи пурнăçĕ ытти ватăран темпех уйрăлса тăмасть ĕнтĕ. Вăхăт хăйĕннех тăвать, сакăр теçетке урлă каçнăскер сăрт-тăва çавăрса хурайманни каламасăрах паллă. Алă ĕçне тытманни те чылай пулать, 86 çула кайнă вĕт. Анчах пур пĕрех ÿпкелешмест вăл, темшĕн те мар, хăйне хăй пăхса пурăнма мехел çитернĕшĕн савăнать, юнашар ăна юратакан çывăх çыннисем пурришĕн хĕпĕртет. Тата… ун чухне каялла Ленинграда таврăнма май пулнишĕн чунтанах савăнать. «Тăван кĕтес тăванах…» – тет вăл сăпайлăн Нева юхан шывăн тăрăхне чĕререн кăмăлланине систерсе. Çавăнтах хушса хурать: «Тавах чăвашсене, вĕсем пире хапăл туса кĕтсе илчĕç, кĕтес тупса пачĕç, пăхса пурăнчĕç, вĕсене эпир нихăçан та манас çук». Çакă пулчĕ те Ленинградра пурăнакан, Ишек тăрăхĕшĕн тунсăхлакан, Александра Савеловăн (Шмидтăн) пире каланă юлашки сăмахĕ.
ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ