Анне – этем йăхне малалла тăсаканĕ, кил ăшшине упраканĕ. Анне ĕçченлĕхĕ, ыр кăмăллăхĕпе чун ăшшине пулах çемьери туслăх вучахĕ те хĕрÿ.
Иртнĕ шăматкун Аннесен кунне халалласа Хурăнлăх клубĕнче «Супер мама» конкурс иртрĕ. Аннесем чăннипех те маттур та пултаруллă пулни чи малтанхи конкурсрах палăрчĕ. «Визитная карточка» ятлинче пурте ыйтусене тĕрĕс хуравларĕç. «Мама рукодельница» конкурсра вара тĕрлĕ çиппе çыхассипе тата тĕрлессипе Елена Яковлевăна çитекен пулмарĕ. Ирина Никитина куракансене кăвакалтан пĕçернĕ апат-çимĕçпе тĕлĕнтерчĕ. Ольга Васильева Хурăнлăх кÿллинче тытнă пулăран хатĕрленĕ салатпа савăнтарчĕ. Пултарулăх конкурсĕ те çав тери кăсăклă иртрĕ. Венера Матвеева чăваш тумтирĕпе илемлĕн ташласа кăтартрĕ, Татьяна Васильева çепĕç сассипе «Сирень» юрă шăрантарчĕ.
Аннесем конкурссене хатĕрленнĕ хушăра ачасем куракансене сăвăсемпе, юрăсемпе савăнтарчĕç. Хурăнлăх клубĕ çумĕнчи «Капелька» тата «Импульс» ташă ушкăнĕсен пултарулăхĕ те куракансен кăмăлне кайрĕ.
Юлашкинчен жюри членĕсем конкурса хутшăннă аннесене чысларĕç. «Эсир – пурнăç илемĕ, сирĕн илем пире вăй-хăват кÿрет, çепĕç те таса юрату парнелет», – çак сăмахсемпе Сарапакасси ял тăрăх пуçлăхĕ Павел Амурцев конкурса хутшăнакансене хисеп хучĕпе чысларĕ. Пурне те парнесемпе тата чечексемпе хавхалантарчĕç.
ВЕРА ФИЛИППОВА