Çĕнĕ çул уявĕсен пĕр кунне мĕншĕн Шупашкар районĕнче ирттермелле?
Чăваш Ен тĕп хулин çыннисемпе хăнисене валли Çĕнĕ 2016 çул тĕлне хальччен пулман нумай тĕрлĕ проект хатĕрленĕ. Çакăнпа пĕрлех хĕллехи каникулсен вăхăтĕнче республика районĕсемпе тата хулисемпе те çывăхрах паллашма май пулĕ. «Чăваш Енре канмалли вăхăт» проекта хутшăннă май Шупашкар районĕ те хăнасене йышăнма хатĕрленет.
Январĕн 5-мĕшĕнче пурне те Чăваш Енри чи хăйне евĕрлĕ тăрăхра кĕтеççĕ – Станъял ялĕ çывăхĕнчи этнокомплексра. Хăнасем кунта çĕпĕр йыттисенчен кÿлнĕ çунасемпе ярăнма, вĕрен хулинче квест-вăйăра вăй виçме, юр чăмрипе персе тытăçма, чи вăрăм тăвайккинчен çунапа ярăнса ăмăртма пултараççĕ. «Çĕнĕ çул курници» пултарулăх ярмăрккинче çисе тăранмалла мар тутлă наци апат-çимĕçне – шÿрпе, икерчĕ, шăрттан – ас тивме сĕнĕç. Этнокомплексăн 16 площадки çинче халăх теттисемпе сувенирсене, Çĕнĕ çул атрибутикине туянма май пулĕ. Хĕл Мучи пурне те юмахри сăнарсемпе сăн ÿкерĕнме, çемьепе выляса канма, юрлама-ташлама хăйĕн икĕ хутлă керменне тата чи пысăк юрă-ташă картине йыхравлать. Этнохула варринче вара иртнĕ çулăн сыв пуллашăвĕпе пурнăçланмалли тĕллевсен символĕ – «Ĕмĕтсен кăвайчĕ» – ялкăшĕ – умри мероприятисем пирки çапла каласа пачĕ райадминистрацин культурăпа туризм пайĕн пуçлăхĕ Ольга Матина. Вăл хальхи вăхăтра «Шупашкар районĕнчи этнохĕле» хатĕрленессипе хĕрÿ ĕçсем пынине пĕлтерчĕ. Çитес канăва сăнлакан йыхрав-видеороли
Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ çул уявĕсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ-ха
«Пĕр районăн юмахĕ»
Унччен маларах вара, январĕн 3-мĕшĕнче, Çĕнĕ çул кĕрекине Сĕнтĕрвăрри районĕ йыхравлать. Мероприятисем унти купсапа мещен тата хресчен кил-çурчĕн музейĕнче иртеççĕ. Вăрман Пилемĕчри пултарулăх мастерскойĕнче хĕртнĕ тăмран сувенир тума, Нарат Чаккинчи «Сире кĕтекен çуртра» хуран кукли, пÿремеч пĕçерме вĕрентĕç. Шуршăлти СССР космонавт летчикĕ А.Г. Николаев ячĕллĕ Мемориал комплексĕнче тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхне уçса парĕç.
Январĕн 4-мĕшĕнче хăнасене Етĕрне районĕ йышăнма хатĕрленет. Унти «Сурские зори» туристсен базинче лашапа ярăнтарĕç. Вырăнти ÿнерпе тавра пĕлÿ музейĕ, СССР халăх артисчĕн Н.Д. Мордвиновăн музей-çурчĕ те хапăл. Хĕл Мучин Тури Ачакри резиденцийĕнче хатĕрленĕ «Хресченĕн хĕллехи йăпанăвĕсем» программа та пуян.
Январĕн 6-мĕшĕнче вара тĕп мероприятисем Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче иртĕç. «Химик» культура керменĕнче ятарлă программа хатĕрленĕ. Хула çыннисем уяв каçне хăйсен ентешĕ те – «Любэ» ушкăнăн бас-гитарисчĕ Павел Усанов – хутшăнасса кĕтеççĕ.
Тепĕр кунне, январĕн 7-мĕшĕнче, Çĕрпÿ районĕнчи хĕрарăмсен Тихвин Турă амăшĕн мăнастирĕнче Христос çуралнине мухтаса кĕлĕсем иртĕç. Хулари тĕп лапамра «Простоквашинăри хĕл» мультфильмри сăнарсем кăмăла çĕклĕç. Вырăнти «Асамат» спорт шкулĕнче тĕрлĕ ăмăрту иртĕ.
«Пĕр районăн юмахĕ» проект – тĕрĕссипе каласан Çĕнĕ çул тĕлне ятарласа хатĕрленĕ, хаклă парнене тивĕçнипе вĕçленекен приключениллĕ вăйă пекех. Кăмăл тăвакансен пурин те уяв кунĕсенче проекта хутшăнакан пĕр района е пиллĕкĕшне те çитсе килме май пур. Çул çÿрев пĕтĕмлетĕвĕпе вĕсен ятарлă флаер-маршручĕ çине Хĕл Мучи пичет лартать. Пилĕк района та, çавăн пекех Шупашкарти Çĕнĕ çул асамĕн академине те, çитсе килнисем – карта çинче пĕтĕм пичете пухнисем – 2016 çулта тĕп хулари Лакрей паркне, «Шупашкар-Арена» пăр кермене тата театрсене тÿлевсĕр çÿреме çулталăклăх абонемент çĕнсе илеççĕ.
«Шупашкара уяв варкăшĕ иртнĕ канмалли кунсенче пырса кĕчĕ. Ун чухне кунта Çĕнĕ çул асамĕн академийĕ алăкĕсене уçрĕ, Çĕнĕ çул бульварĕ хăнасене йышăнма тытăнчĕ. Ку Çĕнĕ çул «Всенашествие-20
Ăсталăх лаççисенче çавăн пекех хутран çивĕтлекен Олеся Константинова (Апаш ял тăрăхĕ), çăмран тем те пĕр хатĕрлекен Надежда Дьячкова (Лапсар ял тăрăхĕ), чăлха-нуски çыхакан тата тухъя-хушпу ăсталакан Любовь Петрушина (Тутаркасси) хăйсен таварĕсене сĕнчĕç. Хĕрÿ суту-илÿ вĕсене «Всенашествие» çÿревçисене кĕтсе илме кансĕрлемерĕ. Хаваслă та хĕрлĕ питлĕскерсене урхамах кÿлнĕ урапасем çине тиеннĕ сăнарсем ертсе пычĕç. Хĕл Мучипе пĕрле хулан тĕп урамĕ тăрăх Шупашкар районĕн пултарулăх коллективĕсем – «Парне» тата «Шурă акăш» – ансамбльсем çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа утса тухрĕç.
СĂМАХ МАЙ
Çĕнĕ çул уявĕсен тĕплĕ хатĕрленĕ программăпа «Время отдыхать в Чувашии» (www.новыйгод21.
рф) порталта паллашма май пур. Кунтах уяв иртекен вырăнсен маршрут карттин электрон версине телефон çине куçарма пулать. Картăна çавăн пекех Шупашкар районĕн вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче , Шупашкарти Çĕнĕ çул бульварĕн мастерскойĕсенче (хула администрацийĕ умĕнче), Çĕнĕ çул асамĕн академийĕнче (унчченхи «Çеçпĕл» кинотеатр çуртĕнче), ытти районти ятарласа уйăрнă вырăнсенче параççĕ.
ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ, ЕЛЕНА ГУБАНОВА