Кил-çурт – музейĕн пĕр кĕтесĕ

Тĕрленĕ япаласемпе качча тухасси ырă йăла пулнă

Мĕн каласан та, ĕлĕкхипе танлаштарсан паян алă ĕç тăвакан сахал. «Халĕ самани урăх, информаци ĕмĕрĕнче пурăнатпăр, вăхăт çĕнĕрен те çĕннине ыйтать», – тесе хăшĕ-пĕри тÿрре тухма тăрăшнинче чăнлăх пур пулин те çамрăк ăру йăхташăмăрсен ĕçĕсене ерипен пăрахăçа кăларса пыни, ман шухăшпа, пачах та тĕрĕс мар, вĕсене упраса хăвармаллах. Мĕн авалтан чăваш хĕрарăмĕ алă ĕç тунипе – пир тĕртнипе, çăм арланипе, тĕрленипе, çыхнипе, çĕленипе – палăрса тăнă. Паян пурăнакансем вĕсенчен мĕнпе кая? Аслисенчен тĕслĕх илсе, вĕсенчен вĕренсе юлма васкамалла пирĕн. Çакăн пек ăстасенчен пĕри Çĕнĕ Тутаркассинче пурăнать. Эппин паллашар-ха унпа.

Хăй вăхăтĕнче Шăмăршă районĕнчен куç​са килсе Çĕнĕ Тутаркассинче тĕпленнĕ Серафима Муллина кĕске вăхăтрах ырă ят сарма ĕлкĕрнĕ. Вырăнти хуçалăхра телятницăра вăй хурса палăрнисĕр пуç​не вăл хăйне чăн-чăн ал ĕç ăсти пек те кăтартнă. Серафима Викторовна тĕрлеме, çыхма маç​тăр. К. Иванов поэт «…Е пурçăн çип илет те юрла-юрла тĕрĕ тăвать; е çĕлеме ларать те, çĕвви шăрçа пек пулать» «Нарспи» поэмăра çырнă йĕркесем ун пирки çырнă пекех туйăнаççĕ. Ирĕксĕрех унăн хваттерне тĕрĕ музейĕн пĕр кĕтесĕ теес килет. Мĕншĕн тесен алăк урати урлă каç​санах темĕн тĕрлĕ тĕс куçа илĕртет. Тĕрленĕ ал шăллисем, кантăк чĕнтĕрĕсем, сăмса тутăрĕсем, салфеткăсем… Çыхнă япала та сахал мар – кил-тĕрĕше илемлетмелли çаврашкасем, чăлха-нуски, тапăчки… «Камран вĕреннĕ? Пултарулăх çăлкуçĕ ăç​тан?» – ыйту памасăр чăтаймĕ вулакан. Серафимăн таланчĕ ачаллах палăрнă. Каларăмăр ĕнтĕ, ĕлĕк кунашкал алă ĕçĕпе кашни иккĕмĕш хĕрача, хĕрарăм аппаланнă. Амăшĕ ачисене ахаль лартасшăн пулман, алă ĕç​не вĕрентме тăрăшнă. Çапла амăшĕнчен, аппăшĕнчен – вăл ку енĕпе маç​тăр пулнă – пăхкаласа Серафима та аталанса пынă. «Çăм арлама, тĕрлеме вĕренеттĕм. Киле кам та пулин кĕрсен вара мĕн тунине тÿрех пытарса хураттăм», – малтан çак ĕç​пе вăрттăн аппаланнине каласа парать Серафима Викторовна.

XX ĕмĕр çурринче хĕрсем хăйсем тĕрленĕ ал шăллисемпе, турăш каррисемпе качча тухнă – йăли çапла пулнă ун чухне. Серафима та ыттисенчен юлман: мĕн кирлине веçех хăйĕн аллипе ăсталанă. «Качча кайнă япаласем паян кунчченех упранаç​çĕ, акă хам тĕрлесе эрешленĕ çивитти», – вăл ĕç​чен кăна мар, çав вăхăтрах тирпейлĕ хĕрарăм пулнине куç​па курса ĕненетпĕр эпир. Çемье çавăрсан пурнăç тума пуç​ланă, виçĕ ывăлне çитĕнтернĕ чухне алла çиппе йĕп тытма вăхăчĕ сахалрах тупăннă амăшĕн, çавăнпах темиçе çул тăхтав пулнă та унăн пултарулăхĕнче. Талант тени çăлкуç евĕрех тапса тăрать çав вăл, темĕнле пусарсан та хăйĕн çинчен аса илтеретех. Çĕнĕ Тутаркассине куç​са килсен Серафимăн таланчĕ çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. Пĕррехинче тĕрленĕ ĕçĕсемпе вырăнти клуба йыхравласан ал ăстине çĕнĕ вăй кĕрсе кайнă тейĕн, вăл каллех чун киленĕçĕ патне таврăннă. Çук, тăхтав вăхăтĕнче нимĕн те манса кайман иккен. Пултарулăхĕн чăн тĕшшине тата тарăнрах уç​машкăн шăп та лăп вăхăт çитнĕ тейĕн: пурнăç тунă, ачасене çитĕнтерсе мăшăрлантарнă, апла тăк пушă вăхăт та çителĕклĕ! Унтанпа темĕн те тĕрлесе эрешленĕ, çыхнă. Серафима вĕсемпе тĕрлĕ-тĕрлĕ курава тухса çÿрет – Акатуйне, ытти праç​нике. Ăç​та мĕнле илемлĕ япала курать – çавна пурнăçа кĕртме тăрăшать, çавăнпа та журналти тĕслĕхсемпе питех усă курмасть. «Пĕтĕм хитре япалана тĕрлес килет манăн», – киленĕç​не пĕтĕм чунне панине тепĕр хут палăртать ăста. Пуринчен ытла вара чечексене юратать иккен. Унăн хваттерĕнче çĕр-çĕр чечек иккĕмĕш пурнăç тупнă.

Хăй мĕн-мĕн тунине нихăçан та шутламан ăста. Тĕрĕссипе, кирлех те мар пулĕ, шучĕшĕн мар, туртăм пуррипе ĕç тума ларать-ç​ке вăл. Алла йĕппе çип тытсан вара Серафима Викторовнăн чунĕ чăннипех те канать, пусмана унталла-кунталла каркаланă вăхăтра чĕре варринче темĕнле канăç​лăх хуçаланать. Çавăнпа та телевизор умĕнче те унăн аллисем яланах ĕç​ре.

Сакăр теçеткене пуснă Серафимăшăн чи пĕлтерĕшли паян – хăйĕн опытне мăнукĕсене парса хăварасси. «Манăн ĕçе малалла тăсакан пулсан лайăхчĕ те…» – хальхи çамрăксен урăхларах интерессем пулнипе пăшăрханса калаçать асламăшĕ. Рита кинĕ çыхма юратни вара унăн чунĕнче чăннипех те шанчăк çуратать. Серафимăн ултă мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук. Вĕсемшĕн вăл – ырă тĕслĕх. Акă мĕнле çыру илтĕмĕр эпир Тутаркасси шкулĕнчен.

«Манăн асанне Серафима Муллина 70 çул урлă каç​рĕ пулин те ларма-тăма пĕлмест: библиотекăна алă ĕç тумалли кружока çÿрет. Унта вĕсем çыхаç​çĕ, тĕрлеç​çĕ, пĕрне-пĕри вĕрентеç​çĕ. Асанне чечексем ÿкерсе тĕрлет, майрасене хĕресле тĕрлеме юратать.

Вăл каланă тăрăх, амăшĕ вĕсене алă ĕç тума хистенĕ. «Тĕрлеме вĕрен, эсĕ – хĕрача. Алă ĕç тума пĕлни ÿссен кирлĕ пулать», – тенĕ ăна амăшĕ.

Пуринчен ытла эпĕ асанне калаç​нине итлесе ларма кăмăллатăп. Унăн ачалăхĕ хаваслă иртнĕ: вăрманта çырла пуç​тарнă, ир кайса каçченех çÿренĕ. 7 класс пĕтерсен вăл Патăрьелĕнче выльăх тухтăрне вĕренсе тухнă. Виç​пÿрт Шăмăршăра ветеринарта тăрăшса ĕç​ленĕ.

Асаннепе асатте виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Шел, асатте пурнăç​ран уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Асанне килĕ пушă тăмасть, канмалли кунсенче, каникулта ун патне 6 мăнукĕ пуç​тарăнать. Асанне пахчинче пурин валли те ĕç тупăнать: çырла пуç​тарма, çум çумлама, пахча çимĕçе шăварма пулăшатпăр эпир. Вăл пире тутлă кукăльсем пĕçерсе çитерет. Эпир ăна юрататпăр, вăл пире ыррине кăна вĕрентет».

Данил Муллин, 9-мĕш класс

ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости