Илемлĕ вырăнта – Шупашкарти Ат ăл кÿлмекĕ хĕрринче – вырнаçнă çак çурт çинчен халĕ пĕлмен çын çук та пулĕ. Çеçпĕл Мишшин музейĕ уçăлнă хыççăн тепĕр кунах кунта хуларан пĕр ушкăн экскурсие килессине каланă. «Юрать, килмерĕç, – йăл кулăпа аса илет халĕ çирĕм çул каяллахи пулăма музей заведующийĕ Антонина Андреева. – Ун чухне эпĕ экскурси мĕнле ирттермеллине те, хама çынсемпе мĕнле тыткаламаллине те пĕлместĕм…»
Социально значимый проект «Берегини» (Управçăсем). Проект реализуется при поддержке Минцифры Чувашии