«Тăван Ен» хута кĕнĕ хыççăн вара лару-тăру тĕпĕ-йĕрĕпе улшăнĕ
Штукатур алли çитеймен вырăнсене, çурăксене кунта мачча плитисемпе хуплаççĕ. Саплăксем кашни пÿлĕмре тенĕ пекех. Вентиляци вырăнне – маччаран шăтарнă шăтăк. Йĕпе-сапаллă çанталăкра, юр ирĕлнĕ чухне урайне яланах пĕр-пĕр савăт лартаççĕ – шыв унта тумлать. Кашни суйлав умĕн – вĕсем вара хальччен çакăнта иртнĕ – фельдшерпа акушер пунктĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме шантараççĕ. Анчах та ку шемшерсемшĕн тинĕс хĕрринче çанталăка кĕтсе ларнă пекех туйăнма тытăннă.
Влаçсем шантарнине çилпе вĕçтернине кура çапла калаççĕ кунта. 96,9 тăваткал метр лаптăклă ФАП çуртне 1980-мĕш çулта туса лартнă. Вăхăт иртнĕçемĕн çуркаланнă стенасене вара ниепле те хăнăхма çук – хĕлле хăйсем пирки аса илтереççех.
2012 çулта, ФАП заведующийĕ Людмила Федорова ремонтшăн çине тăнине кура, юсав ĕçĕсене валли тинех укçа уйăрма йышăннă. Подрядчик те тупнă. Анчах шăп çавăн чухне районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕ «ишĕлме пуçланă» – укçана васкавлăн урăх тĕллевпе усă курмаллине ун чухне çакăн пек ăнлантарнă.
Ял çыннисене диспансеризаци тухма кунта уйрăм пÿлĕмсем те пур. Çав шутрах гинекологи пÿлĕмĕ те. Людмила Егоровна территорире çулталăк тултарман икĕ ача пуррине пĕлтерчĕ – ял çамрăкланать эппин. Август уйăхĕн 9-мĕшĕнче – пĕр кунта – Шемшерте 80 çын флюорографи тухнă. Уйăхра 250-ран сахал мар çынна йышăнать кунта Людмила Егоровна. Хăй тĕллĕн çитейменнисем патне çичĕ çул ĕнтĕ вăл велосипечĕпе çÿрет. Шемшерте ĕçлеме тытăннăранпа вăхăт шăп çакăн чухлĕ иртнĕ, стенасем вара пĕрре те сăрă курман. «ФАПра йышăнма вара хăтлăрах пÿлĕмсем кирлĕ», – тет вăл. Хальлĕхе кунта эмел стеллажĕсем те алăпа тунискерсемех.
«Пуçлăх пуриншĕн те яваплă» проект тăрăх августăн 22-мĕшĕнче Шемшер ял тăрăхĕнче пулнă май «Тăван Ен» хаçат журналисчĕсем фельдшерпа акушер пунктĕнче те пулнă. Вăл юхăнсах пынине çирĕплетекен сăн ÿкерчĕксене редакци сайтĕнче те анлă сÿтсе яврĕç, хаçатăн иртнĕ номерĕнче çак ыйтăва ял тăрăх пуçлăхĕпе Сергей Аверкиевпа тĕл пулнă май тепĕр хут çĕклерĕмĕр. Районти тĕп больницăра çакăн хыççăн канашлу йĕркеленĕ. Сывлăх сыхлав учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ Владимир Дубов Шемшерти ФАПра пухусем, суйлавсем иртттернине пĕлмен те иккен. Редакци нумай пулмасть унран илнĕ çырура ФАПра капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ тупас тĕллевпе республика бюджетне тишкернине пĕлтернĕ. Çак ыйтăва татса париччен Шупашкар район больници – ФАП шăпах унăн оперативлă управленийĕнче – çак уйăхра пÿлĕмсенчи косметика юсав ĕçĕсене валли малярсен бригадине тата стройматериалсем уйăрса парать. Сметăпа пăхнă тăкаксем 630 пин тенкĕлĕх. Ун тăрăх çавăн пекех çурт никĕсне çирĕплетме, ăшша тытма фасадне металл сайдинг çапма, чÿречесене улăштарма, плита вырăнне урайне керамогранит сарма, çĕнĕ крыльца тума, пÿлĕмсене гипсокартонпа тепĕр хут уйăрма палăртнă.
Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Людмила Федорова заведующий редакцие юсав ĕçĕсем пуçланнине шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Юн кун вара тĕп больницăран çакна çирĕплетекен сăн ÿкерчĕксене илтĕмĕр. Сиплев учрежденийĕн тĕп фельдшерĕ Алевтина Окликова пĕлтернĕ тăрăх, капиталлă юсав ĕçĕсем Шемшерти ФАПра тепĕр çул иртĕç.
Редакци çавăн пекех Шемшерте çĕнĕ ФАП туса лартмалли майсемпе кăсăкланса Чăваш Ен сывлăх сыхлав министерствине ыйтупа тухрĕ. Сентябрĕн 8-мĕшĕнче ведомствăран илнĕ хуравран 2013-2015 çулсенче ЧР модульлĕ ФАПсем тăвассипе çыхăннă плана Шемшер ялне кĕртменни паллă. Çырăва ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Н. Зинетуллина хуравланă. Унта çавăн пекех хальхи пунктра капиталлă юсав ĕçĕсем ирттермеллине, çакна валли укçа-тенкĕ уйăрассипе çыхăннă ыйту хальлĕхе уçă пулнине палăртнă.
Таисия Кротова
(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)