Православи тĕнне ĕненекенсем Кăшарни кунĕсене йышлăн паллă турĕç
Йăлана кĕнĕ тăрăх пĕтĕм тĕнчери православи тĕнне ĕненекенсем январĕн 18-мĕшĕнчен 19-мĕшне куçнă чухнехи каç пăрлă шыва кĕреççĕ. Çак вăхăтра сăвапланă шыв пуринчен сипли – çапла шухăшлаççĕ вакка чăмма кăмăллакансем. Вăл тĕрлĕ чир-чĕртен хăтарнине ĕненеççĕ. «Шăпах çак вăхăтра тÿпе уçăлать, Турă çынсем кĕлĕ вуланине илтет», – теççĕ вĕсем.
Кăçал та Кăшарни кунĕсенче купельсемпе ваксене чăмакан сахал мар пулчĕ. Районта çак кун тĕлне пĕтĕм хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса шыва кĕмелли 10 вырăн хатĕрлерĕç. Вĕсен çывăхĕнче медиксемпе МЧС ĕçченĕсем хурал тăчĕç.
Акă, тĕслĕхрен, Апаш ял тăрăхĕнче Кăшарни тĕлне икĕ шыва кĕмелли вырăн хатĕрленĕ: салари çăлкуç çинче тата Сăваплă Пантелеймон ячĕпе уçнă часавай патĕнче. Купеле чăмакансем çĕрле кăна мар, январĕн 19-мĕшĕнче те самай пулчĕç. Уйрăмах Апаш çывăхĕнчи сăваплă Пантелеймон çăлкуçĕ еннелле каякан тасатнă çул çинче машинăсен речĕ самант та сайралмарĕ. Кăнтăрла хыççăн та часавай çывăхĕнче алла яхăн çăмăл машина ларатчĕ. Çăл шывĕ юхса кĕрекен купельте, уйрăмах арçынсен пÿлĕмĕ енчен, вăрăм черет йĕркеленнĕччĕ. Çапах та этемлĕхĕн черчен çуррийĕ те сивĕ шывран хăрамарĕ. Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан хĕрсем сăваплă шывран «тасалса» тухас тĕллевпе ĕçрен ыйтсах килнĕ. Купельте виçĕ хут хĕрес хурса чăмса тухнă хыççăн типĕнме çăмăл машинăсене васкарĕç.
Виталий Павлов, акă, Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ялĕнченех килнĕ. Вăл малтанах çăмăл машинине шывпа сапса сăвапласа илчĕ. Унтан хăй те купеле чăмса тухрĕ. «Шыва кĕме тытăннăранпа 10 çул ĕнтĕ. Ильинкăри мăнастирте, Атăлти вакăра, Ишекри купельте шыва кĕрсе курнă. Кăшарни шывĕнче чăмса тухнă хыççăн пурăнас килсе каять вара», – хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ сивĕре шыва кĕме мехел çитернĕскер. Унпа пĕрле килнĕ юлташĕ çамрăк чухне хĕлĕпех шыва кĕрсе пурăннипе мухтанса та илчĕ. «Эй, ку сивĕ-сивĕ-и вара? 33 градуслă шартламара та вакка чăмнă», – хăлаçланчĕ аллисемпе вăл.
Çăлкуçри шыва килен-каян тĕрлĕ хатĕр çине тултарма васкарĕ. Вĕсем вăл сиплĕ пулнине, тĕрлĕ чир-чĕртен сыватма пулăшнине ĕненеççĕ. «Шупашкартанах килетпĕр», – пĕлтерчĕ пĕр кинемей шĕвеке кĕленчене тултарнă май. 75 çултискер пĕлтĕр купеле те чăмса тухнă иккен. Çăлкуç умĕнче акă 12-13 çулсенчи хĕрача хăйĕн питне çуса илчĕ, шăллĕнне те йĕпетрĕ. «Шыва чăмма тăхтатпăр-ха, çапах анне вĕрентнĕ пек пит-куçа çуса илтĕмĕр. Хам ăшăмра çулталăкĕпех сывлăхлă пуласчĕ тесе каларăм», – терĕ Шупашкартан килнĕскер.
Купельтен каялла таврăннă май хирĕç килекен машинăсене самаях тĕл пултăмăр. Урапа айĕнчи юра сирпĕтсе вĕсем пĕрин хыççăн тепри çăлкуç патне васкарĕç.
Сăмах май
Кăшарни уявĕсене Апаш çывăхĕнчи Сăваплă Пантелеймон ячĕпе уçнă часавай патне 12 пин ытла çын пынă.
ВЕРА ШУМИЛОВА