Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и?

Унта улах та лараççĕ…

«Эсир такамăн хутне те кĕретĕр, кунта килсе курăр-ха, пирĕн клуб ĕçлемест…» – йыхравларĕ Лапсар ял тăрăхĕнчи Ойкасси ялне редакцие шăнкăравланă çын. Темшĕн хăйĕн ят-шывне асăнма килĕшмерĕ. Кăшт вăхăт иртсен çав çынранах тепĕр шăнкăрав пулнăран сĕнĕве хуравсăр хăварас темерĕмĕр. Пăшăрханмашкăн сăлтав пур-и?

Ойкасси клубĕ, тĕрĕсрех – Çĕньял-Ойкасси клубĕ, Ойкассине пырса кĕрсенех курăнать. 1958 çулта хăпартса лартнă пĕчĕк çурт. Пытармасăр каласан, районти пĕчĕк ялсенчи клубсенчен темĕнпех уйрăлса тăмасть вăл, залра ăшă пулни çеç ăна ыттисенчен кăшт ытларах хăтлăрах тăвать пулĕ. Виççĕмĕш çул клуб заведующийĕнче ĕçлекен Алена Егорова вырăнтахчĕ. Ыйту çине ыйту… Клуб кунсерен, кану кунĕсĕр пуçне, 15 сехетрен пуçласа 22 сехетчен ĕçлет – алăк çинче çакăнса тăракан график çакăн пирки хыпарларĕ. Заведующий ăнлантарнă тăрăх, плана пăхăнса уйăхсерен мероприятисем ирттереççĕ. Юрă-ташă программисем хатĕрлемешкĕн музыка центрĕ пур.

Кунта «Волшебный стежок» кружок ĕçлет. Унта шкул ачисем çÿреççĕ, тĕрлĕ тĕслĕ хăюсенчен ÿкерчĕксем ăсталаççĕ. Сĕтелçи тенниспа туслашмашкăн та май пур. «Ачасем теннисла выляма çÿретчĕç-ха, юлашки вăхăтра кăна кăшт сахалланчĕç», – клуб пурнăçĕпе паллаштарчĕ заведующий. Нумаях пулмасть культура вучахне çĕнĕ варкăш çитнĕ — купăсçă ĕçлеме пуçланă. Халĕ ерипен ушкăн йĕркеленсе пырать, юрлама кăмăллăкансем хаваспах çÿреççĕ-мĕн. Кунсăр пуçне тата клуб ал ĕç тăвакан хĕрарăмсем валли хăйне евĕрлĕ киленĕç вырăнĕ пулса тăнă. Эрнере 1-2 хутчен çăм чавакансем, арлакансем пухăнаççĕ кунта, урăхла каласан, хăйне евĕрлĕ улах ирттереççĕ.

Çĕньял-Ойкасси клубне çывăхри ялсенчен – Çĕньялтан, Хĕрлĕçыртан, Ойкассинчен – çÿреççĕ. Паллах, кирек мĕнле мероприятие те çынсăр ирттереймĕн. Ку енĕпе вара йывăрлăхсем çук мар иккен. «Пĕр-пĕр уява халăха пухмашкăн ансат мар», – хăш чухне ирĕксĕрлесе тенĕ пекех чĕнни пирки сăмахлать Алена Егорова. Чи нумаййи 40 çын пухăнать-мĕн.

Культура вучахĕ юхăнса пыни – заведующийĕн тепĕр пăшăрханăвĕ. Кашни кĕтесне тинкеререх пăхсан унăн сăмахĕ чăнлăхпа килĕшнине чухлатăн: маччаран тăпра евĕр çÿпĕ тăкăнать, урайсем кивелнĕ… Клуба газпа ăшăтакан котельнăйра та юсав кирлĕ.

Комментарии

Любовь ВИНОГРАДОВА, районти клуб тытăмĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

– Çĕньял-Ойкасси клубĕнче 3 специалист тăрăшать. «Волшебный стежок» кружок пур, нумаях пулмасть купăсçа ĕçе илтĕмĕр. Пĕлтĕр, сăмахран, ялти клубра культурăпа массăллă 60 мероприяти ирттернĕ. Унта ĕçлекенсем тĕлĕшĕпе манăн пĕр ÿпкев те çук, кирек мĕнле хушăва та вăхăтра туса пыраççĕ, пур çĕре те хастар хутшăнаççĕ.

Алексей ИВАНОВ, Лапсар ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Çĕньял-Ойкасси клубĕнче юсав ирттермеллине лайăх пĕлетĕп, ку ĕçсене пурнăçласси планра пур. Хăçан? Хальлĕхе шăп та лăп вăхăтне палăртаймастăп. Енчен те вырăнти бюджетăн майĕсем пулсан ыйтăва кăçалах пăхса тухăпăр.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости