Канмалли кунсенче Апашра спорт ветеранĕн, ЧР спортпа физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В.И. Смородиновăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен ăмăртăвĕ нумай çул çак енпе ăсталăха туптакансене те, спорт тĕнчинче пĕрремĕш утăм тăвакансене те пĕр çĕре пуçтарчĕ.
Кавир çине 8 виçери спортсменсем мăшăрăн-мăшăрăн кĕрешме тухса кам вăйлăрах, вăр-вартарах пулнине палăртрĕç.
Ирĕклĕ мелпе кĕрешес ăсталăха пĕр çул хушши туптакан Кÿкеç хĕрачи 9 çулти Людмила Макарова хăйĕн виçинче пĕрремĕш тухрĕ, медале тивĕçрĕ. Куншăн чăннипех те хĕпĕртет вăл, тата ÿсĕмсем тăвасса шанать. «Çуралнă кунĕ тĕлне парнеллĕ пулчĕ», – савăнать ашшĕ те. Çĕнтерÿçĕсен ретне тăма вара Людăна тренировкăсене яваплăха туйса çÿрени пулăшать. Хĕрача унта арçын ачасене хул пуççи урлă ывăтма та вăй çитереет. Спорт тĕнчинче малтанхи утăмсем тăвакан Люда республика шайĕнчи тупăшусене пĕрре мар хутшăнма ĕлкĕрнĕ, уйрăмах федерацин Атăлçи округĕн Çĕнĕ Шупашкарта нумай пулмасть иртнĕ ăмăртăвне хутшăнни пĕлтерĕшлĕ.
Апаш шкулĕн вĕренекенĕсем те ăсталăхпа палăрчĕç ăмăртура. Даниил Андреев, Антон Ильин, Евгений Васильев, Степан Симонов – пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕçрĕç, Константин Беляев, Денис Гурьев, Виктория Цыганова 2-мĕш пулчĕç, Гавриил Музилеев, Артем Ильин, Сергей Петров, Валентина Семенова, Евгений Тимофеев – 3-мĕш.
Мартăн 26-мĕшĕнче Кÿкеç поселокĕнче вăтам шкулсенче вĕренекен ачасен хушшинче зачет спартакиади шучĕпе футзалла выляссипе финал ăмăртăвĕсем иртнĕ. Малти вырăна Кÿкеç лицейĕн команди çĕнсе илнĕ, Тренккасси тата Апаш шкулĕсен командисем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Мартăн 26-мĕшĕнче Тольяттире арçын ачасен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе мала тухассишĕн федерацин Атăлçи округĕн ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Никита Архипов 5-мĕш вырăн йышăннă.
Мартăн 26-мĕшĕнче Етĕрнере ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе иртнĕ республика турнирĕнче Мария Никонорова пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ, Яна Григорьева 2-мĕш пулнă.
Мартăн 26-27-мĕшĕсенче Кÿкеçри 1-мĕш шкулта ухăçсем тĕл перессипе тупăшнă. Мероприятие 40 ытла çамрăк хутшăннă.