«Чунсене те ăшăтаççĕ…»

ХАМĂРĂННИСЕНЕ ПĂРАХМАСТПĂР

 

Ырă ĕç тăвас кăмăллă çын нумай, вĕсене хавхалантаракан, ертсе пыракан çеç кирлĕ.  Алькеш ялĕнче пурăнакан нумай ача ашшĕ Евгений Михайлов предприниматель шăпах  çакăн пек пуçаруçă. Вăл ертсе пыракан пысăках мар цехра тĕрлĕ япала çĕлеççĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Евгений Георгиевич çĕршыври лару-тăруран аякра тăрса юлма пултарайман. Вăл хĕрÿ çапăçусем пыракан вырăна хамăрăн салтаксем патне пулăшу яма пуçлама сĕннĕ. Çынсем çак шухăша ырласа йышăннă, пĕр ушкăна пуçтарăннă. 

Евгений Михайлов ялти клуба виçĕ çĕвĕ машини килсе лартнă, «Чăваш Ен» ыркăмăллăх фончĕпе çыхăнса материал илсе илнĕ. Вара пуçаруллă хĕрарăмсем çарта кирлĕ япаласем хатĕрлеме пуçланă. Çĕвĕ цехĕнче вăй хуракансем салтаксем валли аялти кĕпе-йĕм çĕленĕ, ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна ярса панă.  Пархатарлă çак ĕçе Аначкассисемпе пĕрле 50 çын хутшăннă.

Каярахпа Алькешре маскировка сеткисем çыхма пуçланă. Малтанах тĕвĕленĕ хăюсемпе усă курнă, халĕ вара тетел евĕр йăлласа çыхаççĕ. Иртнĕ çул салтаксене кирлĕ хатĕрсем çĕлеме материал кирлĕ пулнăран халăх укçа пухма пуçланă. Малтан 67 пин тенкĕ пухма пултарнă, çак ырă ĕçе 148 çын хутшăннă. Кайран Алькешсемпе Аначкассисем тата 104 пин тенкĕ  пухнă. Зоя Сапогова Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче вăй хурать. Завод ертÿçинчен пулăшу ыйтсан директор пĕр сăмахсăрах 15 пин тенкĕ куçарса панă. Пухăннă укçа-тенкĕпе материал туянаççĕ. Евгений Михайлов хăюсем касса хатĕрлесе килсе парать, 7 хĕрарăм – Маргарита Михайлова, Галина Гурьева, Ирина Александрова, Эльвира Мефодьева, Ирина Протополинова, Юлия Ионова, Людмила Игушкина – тăрăшсах маскировка сеткисем çыхаççĕ. Вĕсен йышне халĕ Надежда Спиридонова хутшăннă.

Маскировка сетки çыхма хăюсем хатĕрлес ĕçе чылайăн хутшăнаççĕ: Надежда Анисимова, Людмила Архипова, Марина Ананьева, Татьяна Ганичева, Нина Порфирьева, Зоя Сапогова, Юлия Анисимова, Нина Муравьева, Геннадий Мефодьев, Маргарита Соловьева, Альбина Яковлева (Аначкасси), Фаина Полтникова (Аначкасси), Галина Андреева (Аначкасси), Людмила Максимова, Зинаида Михайлова, Лидия Володина, Раиса Павлова, Антонина Павлова, Светлана Михайлова, Ирина Семенова, Галина Никифорова.  Иртнĕ çулта вĕсем пурĕ 66 маскировка сетки çыхса ăсатнă.

Алькешре пурăнакан Александр Айметов бронежилет панă, хальхи вăхăтра клубра салтаксене кирлĕ япалсем пуçтарать. 

Окопра усă курмалли çурта хатĕрлес енĕпе Евгений Георгиевич чăннипех те пысăк хастарлăх кăтартать. Вăл пуçарнипе 500 çурта хатĕрлесе ярса панă. Çак ĕçе ачасем те хутшăнаççĕ.

Алькешсем патне вăрçă хирĕнчен салтаксем видео ярса панă. Унта вĕсем окоп çуртипе еплерех ăшăннине ÿкерсе кăтартнă. «Пысăк тав сире, хаклă çыннăмăрсем! Эсир çак çуртасем пире мĕн тери пысăк усă, пулăшу кÿнине лайăххăн пĕлместĕр те пулĕ. Çакăнта, сивĕ окопсенче, вĕсем пирĕн алă-урана çеç мар, чунсене те ăшăтаççĕ», – теççĕ çĕршыва хÿтĕлекенсем.

Евгений окопра ăшăнмалли пĕчĕкçĕ кăмакасем те ăсталаса çапăçу хирне ăсатать. Сăмах май, унăн пĕр тăванĕ тата çывăх тусĕсем ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. 

Евгений Михайлов çинчен çакна каласа хăварас килет. Кăшăллă вируспа чирлесен вăл тĕлĕнмелле майпа чĕрĕ тăрса юлнă. Йывăр çав самантра хăйне сăмах панă: «Ура çине тăрсан ыркăмăллăх пулăшăвĕ парас енĕпе ĕçлеме тытăнатăп», – тенĕ. Вăл тăрăшнипе ялта ачасем валли вылямалли лаптăк туса хатĕрленĕ. 

Аначкассинче пурăнакан Марина Лаврентьева ертсе пынипе салтаксем валли пахча çимĕç тата какай типĕтни çинчен уйрăммăн каласа хăвармалла. Питĕ тăрăшса ĕçлет ку енĕпе ялта йĕркеленнĕ туслă ушкăн.  Тутанса пăхнисем каланă тăрăх, çав тери тутлă апат пĕçерме пулать типĕтнĕ çимĕçсенчен.

Çĕршыври çăмăл мар лару-тăру ял çыннисене пĕрлештерет, пĕр шухăшлă пулса ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма хистет. Пĕлтĕр тата кăçал çулталăк пуçланнăранпа ялти 278 çын пурĕ 180000 тенкĕ пухнă, хăшĕ-пĕри икĕ-виçĕ хутчен те укçа куçарса панă.

                                                                                             Хамăр корр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости