АКЦИ
Юр десанчĕ – нушаланакансене пулăшупа тивĕçтермелли меслет. Çавăн пекех юр десанчĕ çак пулăшупа тивĕçтерекенсем çинчен каласа кăтартать.
Шефла пулăшу, палăксене тирпейлесе пăхса тăрасси, шкул ачисем валли профориентаци урокĕсем ирттересси, пултарулăхпе çыхăннă ăсталăх сехечĕсем, концертсем йĕркелесси – çак ĕçсен пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк пулнине акцие хутшăнакансенчен кашниех лайăх ăнланать. Юр десанчĕ кашни ял-хуланах, çав шутра чи аякра вырнаçнисене те, çитет.
Округри Толик Хураски шкулĕнче вĕренекенсем те «Юр десанчĕ» патриотизм акцине хастар хутшăнаççĕ. Хальхинче вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ентешĕсене халалласа лартнă палăка юртан тасатнă. Ÿсекен ăру паттăрсене асра тытни – пархатарлă пулăм.
Мария МИХАЙЛОВА