АСЛĂ ÇĔНТЕРŸ: 80 ÇУЛ
Шупашкар округĕн ертÿлĕхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тата тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулать.
Çак кунсенче Владимир Михайлов Зиновия Васильевна патĕнче пулнă. Тĕл пулăва çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, район больницин тĕп тухтăрĕ Владимир Викторов хутшăннă.
Зиновия Васильевнăн, çав вăхăтри ытти çынăнни пекех, шăпи çăмăл килмен. Çапах та пурнăçне ÿпкелешмест вăл, хăйне телейлĕ тесе шухăшлать.
Вăрçă çулĕсенче вăл пĕчĕк ача кăна пулнă. Пĕрремĕш хут шкула 1941 çулта кайнă. Йывăрлăха пăхмасăр ыттисемпе пĕрлех ачасем те колхозра ĕçленĕ, аслисене тырă-пулă, çĕр улми пухма пулăшнă.
Зиновия Васильевна ниме пăхмасăр чунĕпе чурăсланман. Асаплă вăхăта вăл халĕ йăл кулса кăна аса илет. 92 çула çитнĕскер пурнăçа тав тăвать. Паян вăл хĕрĕпе пĕрле Колешша ялĕнче пурăнать.
Владимир Михайлов ăш пиллĕ хĕрарăма татах та нумай пурăнма çирĕп сывлăх суннă.
Мария МИХАЙЛОВА