Пĕрле эпир – вăйлă!

ХАМĂРĂННИСЕНЕ ПĂРАХМАСТПĂР

 

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тыл вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать.

Пархатарлă çак ĕçрен Шупашкар округĕнче пурăнакансем те айккинче тăмаççĕ. Мăштавăшсем çак кунсенче черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ пухса çитернĕ. Ял çыннисем хальхинче çар çыннисем валли апат пĕçермешкĕн типĕтнĕ пахча çимĕç, какай хатĕрленĕ. 

«Эпир вăйсене пĕрлештерсен кăна çĕнтерме пултаратпăр. Пĕрле эпир – вăйлă!» – палăртаççĕ Мăштавăшсем.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости