КОНКУРС
2025 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Шупашкар муниципалитет округĕн Тăрăн тĕп шкулĕнче Тăван чĕлхе кунне, Раççей Федерацийĕнчи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне халалланă республика шайӗнче иртекен «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен-2025» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗ иртрӗ.
Унăн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисен вĕренÿ пахалăхĕн шайне çĕклесси тата вĕрентÿре çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ăсталăхĕпе паллашасси, чи пултаруллине, чи лайӑххине палӑртасси.
Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен 13 педагог хӑй ӑсталӑхне кӑтартрӗ.
Тĕван чĕлхе вĕрентекенĕсем тупăшрĕç
