Ыйтусем пулсан…

ВЛАÇ

Вĕсене пĕрле сÿтсе явма сĕнет Шупашкар муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов.
Муниципалитет округĕн пурнăçĕпе çыхăннă кирек епле ыйтăва та паян влаç тытăмĕнче ĕçлекенсемпе çыхăнса тĕрлĕ майпа татса пама пулать. Округ ертÿçипе, калăпăр, социаллă тетелсем урлă хутшăнма та пулать е ятарлă, халăха графикпе килĕшÿллĕн йышăнакан кун, администрацине кайма та май пур.
Хальхинче те Шупашкар муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов йăлана кĕнĕ йĕркепе граждансене йышăнчĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене тĕплĕн тишкерсе пăхса тухнă, пурне те ĕçе саккунпа килĕшÿллĕн мĕнле пурнăçламаллине ăнлантарса панă. Çынсене пуçаруллă бюджет кăсăклантарнине кура çак ыйтупа тĕплĕ калаçу пуçарнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости