ВĂРÇĂ АЧИСЕМ
Тĕплĕ çын мĕнпур ĕçе тĕплĕ тăвать. Акă ман умра – 4 хулăн журнал. Вĕсен страницисем çине «Тăван Ен» хаçатра (малтан вăл «Колхозник çулĕ», каярахпа «Ленин çулĕпе» тата «Ленинец» ятсемпе тухса тăнă) пичетленнĕ статьясене касса çыпăçтарнă. Вĕсенче иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенчен пуçласа паянхи кунчченех Шупашкар тăрăхĕнчи пурнăçа сăнланă: халăх хуçалăхĕн аталанăвĕ, çĕршыври лару-тăру, уйрăм çынсен, ĕç коллективĕсен çитĕнĕвĕсем тата ытти те. Район историйĕнчи пĕр-пĕр тапхăра аса илес тесен журналти çав вăхăтпа çыхăннă статьясене тупса вуламалла çеç. Çак паха летопиçе çырса пыраканĕ – Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан 89 çулти Леонид Павлов, Чăваш Республикин культурăн тава тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ. Вăл «Этапы большого пути: Чебоксарскагропромтехсервис» (1996 ç., Шупашакар МТСĕн историйĕ), «Сторона моя Чебоксарская» (1997 ç.), «Эпир – Токаш ачисем» (1999 ç., Чăрăшкасси ялĕн историйĕ) кĕнекесене кăларас ĕçе те хутшăннă.
«Ĕçлесен çын пурăнать»
