Пыр шыççинчен – тинĕс тăварĕ

Хăш чухне ирхине тăрсан пыр хытса ларнине туйма пулать. Ун пек чухне тăхтаса тăмасăрах пыра чÿхемелле. Ангинăпа чирлесси те часах, кун пек чухне пушшех пыра чÿхеме манмалла мар.

1 стакан шывра 1 чей кашăкĕ апат соди ярса ирĕлтермелле, çак шĕвекпе пыра чÿхеме усă курмалла. Хăватлăрах хутăш тăвас тесен – пĕр стакан вĕретнĕ ăшă шыв çине тăварпа апат соди çуршар кашăк, 4 тумлам йод – пурне те лайăх хутăштармалла. Çак хутăшпа кунне 5 хут пыра чÿхемелле. Пырăн лăймака сийĕ типме пуç­ланине туйсан сахалтарах чÿхеме тытăнмалла.

Пыра чÿхемелли халăхра усă куракан меслетсем:

1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ пан улми уксусĕ ямалла, кашни сехетрех пыра чÿхемелле. Уксус хутăшĕ вырăнне «чей кăмпи» шывне усă курни аван.

Кунне 5 хутран кая мар марганцовка шывĕн тĕксĕм-хĕрлĕ шĕвекĕпе чÿхени вырăнлă.

Тинĕс шывне мĕн ĕлĕкрен пыра чÿхеме усă кураç­çĕ. Ангинăпа час-часах чирлекенсене тинĕс хĕрринче канма сĕнеççĕ. Çур уйăх хушши пыра тинĕс шывĕпе чÿхесе тăни ангинăпа чирлесрен те сыхлать. Нумай вăхăт хушши çак чир пирки аса илмĕр.

Тинĕс тăварĕнчен те пыра чÿхемелли хутăш хатĕрлеме пулать – 1 стакан шыв çине 1 чей кашăкĕ тинĕс тăварĕ хушмалла кăна. Тинĕс тăварĕ çук чухне вара ахаль тăвар та каять.

Ыхра та усăллă. Нимĕрленĕ 3 ыхра шăлне 1 стакан вĕри шыва ярса лартмалла, сехет тытмалла. Кунне 5 хутчен пыра чÿхемелле.

1 стакан ăшă шывра 2 чей кашăкĕ пыл ирĕлтермелле, ăна кунне 5 хут чÿхеме уйăрмалла. Пыл миндалинăсен шыççине ирттерет. Çак хутăш çумне чей кашăкĕ пан улми уксусĕ е 1 кашăк кăшман сĕткенĕ хушни усăллăрах пулĕччĕ.

Сĕнÿсемпе усă курас умĕн тухтăрпа канашлама ан манăр.

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости