Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавĕ вĕçленчĕ. Республика çыннисем сентябрĕн 18-мĕшĕнче Раççей Патшалăх Думине тата Патшалăх Канашĕн суйлавне партирен каякан кандидатсене палăртрĕç.
Малтанхи сасăлавăн регионри йĕркелÿ комитечĕ ăна пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Йăлана кĕнĕ суйлавсемпе танлаштарсан ку хутĕнче темиçе кандидатшăн та сасăлама пултарнине аса илтерни вырăнлă. Чи пысăк рейтинга тивĕçнĕ кандидатсем сасăлав лидерĕсем пулса тăчĕç.
Çапла вара партин федераци округĕнчен Патшалăх Думин суйлавĕн кандидачĕсен хушшинче 74,79% пухнă Алена Аршинова лидер пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта ЧГСД депутачĕсем Николай Владимиров (21,88%) тата Ирина Клементьева (10,01%).
Канашри пĕр мандатлă 37-мĕш суйлав участокĕ тăрăх Патшалăх Думине малтанхи сасăлавпа 63,83% пухнă Николай Малов рейтинг лидерĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта – Чăваш Ен сывлăх сыхлав министерствин ертÿçи Алла Самойлова (23,98%). Виççĕмĕшĕнче – ЧГСД депутачĕ Ильяс Калмыков (7,51%).
38-мĕш Шупашкар округĕ тăрăх 83,32% пухнă Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов малтанхи сасăлавра мала тухнă. Ирина Клементьева 10,89%-па иккĕмĕш вырăна тухнă, тĕп хулари 5-мĕш гимнази директорĕ Ирина Исаева (8,17%) – виççĕмĕш.
«Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн ертÿçи Николай Малов малтанхи сасăлава хутшăнаканăн кашнин рейтингĕ – вĕсен Пĕрлехи сасăлав кунĕчченхи икĕ уйăх маларахри ĕçĕн тулли пĕтĕмлетĕвĕ – суйлавçăсемпе тĕл пулни, дебатсемпе акцисене хутшăнни – пулнине палăртать.
Леонид Черкесов вара сасăлав умĕнхи икĕ уйăх темиçе çулхи ăнăçлă ĕç çинче никĕсленни пирки калать. Ку лайăх кăтартусене вара пĕрлехи командăпа тума май килнĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕпе, республика правительствипе, «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕпе, Раççей Патшалăх Думин тата Патшалăх Канашĕсен депутачĕсемпе.
Кандидатсене Патшалăх Канашне тата Патшалăх Думине тăратассипе çыхăннă пĕтĕмлетÿллĕ йышăнăва «Единая Россия» партин 2016 çулхи июнĕн 1-мĕш çурринче тата июль уйăхĕнче иртекен съезчĕпе регион конференцийĕнче тăваççĕ.
Партин регионри чăваш уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Дмитрий Щепелев каланă тăрăх, малтанхи сасăлав республикăра пĕтĕмĕшле çÿллĕ йĕркеленÿ шайĕнче иртнĕ. Участоксене çитнĕ суйлавçăсен йышĕ Раççей Федерацийĕнче чи пысăкки пулнă – 20, 38%.
Дмитрий Щепелев кунашкал процедура çакăн йышши пысăк масштабпа пуçласа иртни пирки асăрхаттарать – çавăнпа та çитменлĕхсемсĕр, йĕркене пăснă пĕлтерĕшлех мар тĕслĕхсемсĕр те пулман. Вĕсем ытларах техника тата процедура тĕлĕшĕпе сиксе тухнă, суйлавçăсен ирĕкне тата пĕтĕмлетÿ тĕрĕслĕхне нихăш енчен те витĕм кÿмен.
Партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов йĕркелÿçĕсем суйлавçăсен йышĕ, уйрăмах ирхи сехетсенче, çакнашкал пысăк пуласса кĕтменнипе килĕшет. Çакăнпа пĕрлех вĕсемшĕн малашне хăтлăрах условисем тăвас тата участоксенчен черетсене пĕтерме çак опыта шута илмелли пирки асăрхаттарнă.
«Апла пулин те, йĕркелекенсем сасăлав çынсемшĕн уяв пултăр тесе самай тăрăшрĕç, – палăртрĕ Леонид Черкесов, – сасăлав иртнĕ вĕрентÿ учрежденийĕсен территорийĕсенче ÿнер тата юрă коллективĕсем концертсемпе савăнтарчĕç, спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Çынсем сасăлава çемйисемпе уява килнĕ евĕр килсе хăйсене кăмăла каякан кандитатсемшĕн сассисене пачĕç».
Николай Малов суйлав кампанийĕ умĕн суйлавçăсен сĕнĕвĕсемпе ыйтăвĕсене шута илнине, нумайăшне татса пама май килнине палăртрĕ. Ыттисем вара Раççей Патшалăх Думин тата республикăн Патшалăх Канашĕн сентябрьти суйлавĕн «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн суйлав умĕнхи программин никĕсĕ пулса тăмалла. Партин регионри уйрăмĕн ертÿçи малтанхи сасăлавра çĕнтернисем республика тата унăн çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн пĕтĕм хавалпа малалла ĕçлессе шантарсах каларĕ.
Патшалăх Думипе республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ умĕн «Единая Россия» парти ирттернĕ малтанхи сасăлавăн пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем праймериз хыççăнхи талăкранах паллă пулчĕç. Юнкун вара Чăваш Енре, çĕршывăн пур регионĕнчи пекех, партин чăваш уйрăмĕнче Пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене пĕлтерчĕç.
Шупашкар районĕнче «Единая Россия» йĕркеленĕ малтанхи сасăлава хутшăнакансен йышĕ республикăри кăтартуран та кăшт пысăкрах – 20,5%. Çакăн пирки партин районти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Светлана Александрова пĕлтерчĕ. Кунта шутлав комиссийĕсем 11 участокра ĕçлерĕç. Суйлавçăсен чи пысăк йышĕ Кÿкеçре пулчĕ. Поселокра пурăнакан Марина Иванова çавна май хушăран черет йĕркеленнине те палăртать. «Ку вара çынсем политика пурнăçĕнчен аякра юласшăн маррине, ыранхи влаçа кама шанассине хăйсем палăртасшăн пулнине çирĕплетет», – тет вăл. Черете праймериз тĕлне культура çуртĕнче йĕркеленĕ кинофильм куравĕпе «саплаштарнă». Çавăнпа та кÿренме сăлтав пулман.
Тренккасси вăтам шкулĕн директорĕ Викентий Фомин та Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче малтанхи сасăлав суйлавçăсен пысăк йышĕпе иртнине пĕлтерет – кунта вĕсем праймериза пурĕ 800 ытлан хутшăннă. Бюллетеньсем çитейменнисене анкетăсем сĕннĕ. «Малтанхи сасăлавра халăх суйлавринчен те хастартарах пулчĕ. Çакă вĕсем ку пулăм пĕлтерĕшне ăнланни пирки калать. Шутлав участокĕнче кунĕпех ĕçленĕ май çынсем пахчари ĕçсен хĕрÿ тапхăрĕ пулнине пăхмасăрах килме вăхăт тупнине шантарсах калама пултаратăп», – тет директор.
Сасăлакансене çак кун йышлă пухнă тепĕр участок Хыркассинче вырнаçнă. «Тăван Енĕн» штатра тăман корреспонденчĕ Николай Смирнов Вăрман-Çĕктер тăрăхĕнчен кунта 681 çын сасăланине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕнче пуçласа сасăлакансем те, çемйисемпе килекенсем те йышлине асăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, праймериза хутшăнакансем сасăласа тухнă хыççăн та тÿрех килĕсене васкаман-ха: Шупашкаркассинчи Л. Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç», Çÿлтикассинчи В. Мартьяновăн «Палан» пултарулăх ушкăнĕсен юрри-кĕввипе савăннă. «Кайри ункăпуçсемпе малти ункăпуçсем, салапайкассисем уйрăмах хастар пулчĕç. Сасăлава çитме халăхшăн транспорт тĕлĕшĕнчен чăрмав пулмарĕ. Йĕркене участковăй асăрхаса тăчĕ. Лару-тăру кун тăршшĕпех лăпкă пулчĕ, вăл е ку кандидатшăн сасăлама хистенине, сĕннине асăрхамарăм»,– терĕ ялкор.
Чăрăшкасси ял тăрăхĕнчи хаçатăн штатра тăман хастар корреспонденчĕ Антонина Ефимова шутлав участокне ирхи 9 сехетрех çитнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, аякри ялсенче пурăнакансене автобус турттарса тăнă, çăмăл машинăллисем вара çемйисемпе, тăванĕсемпе çитнĕ. «Ваттисем те, çамрăксем те хастар хутшăнчĕç. 2 пÿлĕмре сасăлама май пулчĕ, малтанах черет пурччĕ, анчах та суйлав комисси членĕсем вăр-вар ĕçленипе вăл хăвăрт сирĕлчĕ», – пĕлтерчĕç Чăрăшкассинчен.
Праймериза çамрăксем чăннипех те хастар хутшăннă. Тутаркасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен пĕрлешĕвĕн председателĕ Алексей Кузьмин та çакна çирĕплетрĕ. Сăмах май, сентябрь уйăхĕнчи суйлав тĕлне 18 çул тултаракансене те сасăлама ирĕк панă. Праймериза хутшăнакансен вырăнти ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕпе паллашма май пулнă. Поселокри культура çуртĕнче вĕсен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. «Çамрăксем республикăн политика пурнăçĕпе кăсăкланмаççĕ мар, уйрăмах Тутаркассинче пурăнакансем хастар пулчĕç. Чылайăшĕ çемйисемпех суйлава килчĕç. Эпĕ сасăлава хутшăннă вăхăтра кам та пулин килĕшÿсĕр хăтланнине, кăмăлсăр пулнине асăрхамарăм, праймериз лăпкă, йĕркеллĕ иртрĕ», – пĕлтерчĕ вăл.
Кăшавăш тăрăхĕнчи участокăн комисси председателĕ Светлана Калишова пĕлтернĕ тăрăх, кунта суйлава 682 çын хутшăннă. «Пирĕн участока Кăшавăш тата Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕсем хутшăнчĕç. Ирхи 7 сехет çурăрах çынсем пуçтарăнма тытăнчĕç. Чи малтан, йăлана кĕнĕ тăрăх, вырăнти ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Мульдияров сасăларĕ. Ытти участокра черет пулнине калаççĕ пулсан, кунта çакна палăртмăттăм. Унччен маларах ялсенче пĕлтерÿсем çакса тухни, ял çыннисен сасăламалли вăхăтне кăтартни те пулăшрĕ пуль. 11 сехетре пухăннисене Кăшавăш ял тăрăхĕнчи пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç, 12 сехетре сцена çине çĕньял-покровскисем тухрĕç», – каласа пачĕ Светлана Васильевна. Суйлава хутшăннă чи хастар ялсене те палăртрĕ вăл. Кăрмăшра, Вăрăмтура, Котякра, Мишерте, Тимĕрçырмара, Пархикассинче, Çĕньял-Покровскинче пурăнакансем суйлавçă тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçланă.