Çак ятпа республикăра музыка фестивалĕ уçăлчĕ. Ĕнер пуçланнă мероприяти вĕçленсе пыракан культура çулталăкĕнче чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри пулĕ. Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищи йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине халалланăскер декабрĕн 12-мĕшĕччен иртет.
Фестиваль республикăри чи пултаруллă музыковедсем хутшăннипе иртекен конференципе уçăлĕ. Республикăра вырнаçнă вĕрентÿ заведенийĕн çĕршыв культурин анлăшĕнчи пĕлтерĕшĕпе вырăнне нимпе те виçеймĕн – конференцире шăпах çакăн тавра калаçу пуçараççĕ те.
«Хор уявĕ» – дирижерпа хор уйрăмĕ хăйĕн юбилей концертне çакăн пек ят панă. Чăвашсен профессиллĕ музыка искусствин никĕсне хываканĕ, Федор Павлов тата республикăри классик-композиторсем çырнă кĕвĕсене ноябрĕн 25-мĕшĕнче уйрăмăн чи пултаруллă коллективĕсем – тĕнче, çĕршыв тата республика конкурсĕсен лауреачĕсем – янраттарĕç.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче «Роялĕн асамлă сасси» концертра пĕтĕм тĕнче тата çĕршыв конкурсĕсен лауреачĕсем Анна Васильевăпа Полина Андреева куракан умне тухĕç. Романтик-композиторсен тата паянхи музыка çеммисене икĕ рояльпе шайлашуллăн вылĕç.
Декабрĕн 3-мĕшĕнче халăх инструменчĕсен «Юлташсен хушшинче» уйрăмĕ пуян концерт программипе фестивале малалла тăсать. Грифсăр нумай хĕлĕхлĕ музыка инструменчĕсемпе вылякансен кăçал Мускавра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери V фестивалĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă Вера Городовская кĕсле калас ăсталăхĕпе тĕлĕнтерме хатĕрленет. Вокал уйрăмĕ декабрĕн 5-мĕшĕнче «Юрăпа – пурнăç тăрăх» юбилейлă концертпа куракан умне тухать. Тĕнче, çĕршыв конкурсĕсен лауреачĕсемсĕр пуçне вăл республикăри опера ăстисене те пухĕ. Тепĕр куннех – халăх хорĕн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» концерчĕ.
Фестивальте çавăн пекех вĕрсе, çапса каламалли музыка инструменчĕсем çинче вылякансен, эстрадăри музыка уйрăмĕн концерчĕсем. «Павлов кунĕсене» Чăваш патшалăх академи симфони капеллин концерчĕ вĕçлет. ЧР Культура министерствинче вăл чăваш музыкин пĕрремĕш симфони произведенийĕпе – фестивале халалланă Ф. Павловăн «Сăрнайпа Палнай» балет фантазийĕпе уçăлнине пĕлтереççĕ.