Иртнĕ канмалли кунсенче ачасемпе çамрăксен Çĕнĕ Шупашкарти олим резервĕллĕ спорт шкулĕнче хĕрачасен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе çĕршыв ăмăртăвĕ иртнĕ. Пирĕн ентеш унта республика чысне хÿтĕленĕ.
Ăмăртăва 1999-2000-мĕш çулсенче çуралнă хĕрачасемпе йĕркеленине палăртмалла. Çĕршывăн 39 регионĕнчен килсе çитнĕ 260 спортсмен йышĕнче наградăсен 11 комплекчĕшĕн икĕ кун хушши хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Республика представителĕсем икĕ ылтăн, пĕр кĕмĕл тата икĕ пăхăр çĕнсе илме пултарнă.
Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех Чăваш Ен команди виçĕ «ылтăн», çавăн чухлех – «пăхăр» çĕнсе илнĕ. Республикăн пĕрлештернĕ командин пухмачне Шупашкар районĕн пики Ирина Алексеева (34 кг), çавăн пекех Надежда Матвеева (32 кг), Евгения Захарченко (67 кг) «ылтăн» илсе кĕнĕ. «Пăхăрта» – Виктория Александровăпа Марина Николаева (30 кг), Алена Тимофеева (57 кг) тÿпи.
Тупăшăвăн иккĕмĕш кунĕнче пĕрлештернĕ командăри ытти хĕрачасем те çитĕнÿпе савăнтарчĕç. Пъедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине Ирина Николаевăпа (32 кг) Екатерина Михайлова (37 кг) хăпарчĕç, «кĕмĕле» Екатерина Жирнова (32 кг) çĕнсе илчĕ. Пăхăр медальсем – Людмила Артемьевăпа (32 кг) пĕр вăхăтрах Мускав хулине хÿтĕлекен Наталья Прокопьева (37 кг) аллинче.
Ăмăртăва çавăн пекех Шупашкар районĕнчен Екатерина Храмовăпа (48 кг виçе категорийĕ) Анна Петрова (30 кг виçе категорийĕ) та хутшăннă.
Татьяна майорова